Паян Шупашкарти тӳре-шара ӗҫе общество транспорчӗпе килессине сайтра хыпарланӑччӗ. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков ӗҫ вырӑнне ҫӗнӗ автобуспа ҫитнӗ. Кун пирки вӑл Инстаграмри хӑйӗн страницинче пӗлтернӗ.
Паян Шупашкарти чылай ҫын ӗҫе кая юлса ҫитнӗ-мӗн. Нумайӑшӗ палӑртнӑ тӑрӑх, общество транспортне халӑх пичкери хӑяр пек чышӑнса тулнӑ. Ҫакӑ тӗнче тетелӗнчи сайтсене, форумсене тишкерсен паллӑ.
Аса илтерер: раштав уйӑхӗн 1-мӗшӗнчен транспорт реформи вӑя кӗнӗ, унпа килӗшӳллӗн хӑш-пӗр маршрутсене чакарнӑ, теприсен ҫулне улӑштарнӑ, ҫӗнӗ автобуссем янӑ. Паян вара унтанпа – пӗрремӗш ӗҫ кунӗ, реформӑна ҫынсем хӑйсем ҫинче туйса курнӑ.
Алексей Ладыков та Инстаграмра реформӑн ҫитменлӗхӗсем пуррине пытарман. Вӑл паян ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ районӗнчен кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ районне ҫитнӗ, кайран 22-мӗш тата 26-мӗш автобуссемпе центра килнӗ. Кун хыҫҫӑн вӑл хӑйӗн страницинче ҫапла ҫырнӑ: «Пассажирсемпе килӗшетӗп: «пик» сехетсенче транспорт ҫӳремелли вӑхӑта систематизацилемелле, ҫул укҫишӗн тӳлемелли тытӑма улшӑнусем кӗртмелле. Ӗҫе йӗркелӗпӗр, сирӗнпе пӗрле лайӑхлатас тӗллевпе ӗҫлӗпӗр».