Политика
![]() Ирина Виноградова ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗн тепӗр ҫумне палӑртнӑ. Ку тивӗҫе Ирина Виноградова пурнӑҫлама тытӑнӗ. Распоряжение ЧР правительствин председателӗ Иван Моторин алӑ пуснӑ. Ирина Валерьевна унччен Мускав ҫывӑхӗнчи Щелковӑри амӑшлӑх центрне ертсе пынӑ. Унта вӑл мӗн уҫӑлнӑранпах, 2017 ҫултанпа, ӗҫленӗ. Халӗ ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗн виҫӗ ҫум: Ирина Виноградова, Владимир Дубов тата Ирина Левицкая. Кӑҫал ҫулла икӗ ҫум – Светлана Ананьева тата Алексей Кизилов – урӑх ӗҫе куҫнӑ. Палӑртмалла: Ирина Виноградова Шупашкарта 1972 ҫулта ҫуралнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |