Политика
![]() Дмитрий Сержантов — сулахайра Чӑваш Енрен тухнӑ ҫынна Самар облаҫӗн Юстици министерствине ертсе пыма шаннӑ. Кадрсен ылмашӑнӑвӗ раштав уйӑхӗн 15-мӗшӗнче пулнӑ. Самар облаҫӗн кӗпӗрнаттӑрӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Дмитрий Азаров Дмитрий Сержантова ведомство тилхепине шаннӑ. Дмитрий Сержантов Шупашкарта ҫуралнӑ. Унӑн икӗ аслӑ пӗлӳ: истори тата юридици енӗпе. Вӑл 1998 ҫултанпа патшалӑх службинче тӑрӑшнӑ. Малтанах ЧР Юстици министерствинче ӗҫленӗ, кайран РФ Юстици министерствин управленине куҫнӑ. ЧР президенчӗн администрацийӗнче те пӗр хушӑ тӑрӑшнӑ. 2010 ҫулта Дмитрий Сержантов ЧР Юстици министрӗн ҫумӗ пулнӑ. 2011 ҫулта вара РФ Юстици министерствин республикӑри управленийӗн пуҫлӑхӗ пулнӑ. Дмитрий Сержантов 42 ҫулта. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |