Улатӑр хулинче пурӑнакансем йӑлари хытӑ каяша вӑхӑтра турттарманни пирки тӗнче тетелӗнчи халӑх ушкӑнӗсенче пӑшӑрханса унччен те ҫырнӑччӗ-ха. Хӑйсен пӑшӑрханӑвне ҫирӗплетме сӑн укерчӗксемпе видеосем те вырнаҫтарнӑччӗ-ха. Кайран прокуратура тӗрӗсленине ӗнентерсе хыпарланӑччӗ. Ҫак йӗркесен авторне хула администрацийӗнче ӗҫлекен тӳре-шарапа та калаҫма тӳр килнӗччӗ.
Паян, ав, пӑх та кур — улатӑрсем каллех ҫӳп-ҫап ыйтӑвне хускатнӑ. Улатӑрта ҫеҫ мар, вӑл тӑрӑхри ялсенче те ҫавӑн пек иккен.
Унта ҫырнӑ тӑрӑх, урамсене е тасатмаҫҫӗ, е тасатсан та начар тасатаҫҫӗ. Ҫӳп-ҫап унта та, кунта та йӑваланать имӗш. Республика влаҫӗсенчен е журналистсенчен кам та пулин курӗ-и тесе чунне ыраттарса ҫырнӑ улатӑрсем.