Улатӑр хулинче пурӑнакансем ҫӳп-ҫап турттарманшӑн пӑшӑрханаҫҫӗ. Вырӑнтисем тӗнче тетелӗсенчи халӑх ушкӑнӗсенче йӗркеленӗ пабликсенче ку ыйтӑва ҫине-ҫинех хускатнӑ. Хӑйсем ытахальтен пӑшӑрханманнине ӗнентерме сӑн ӳкерчӗксем ҫеҫ мар, видео та вырнаҫтарнӑ. «Ҫӳп-ҫап хула администрацийӗ умне кайса тӑкар», — тесе тарӑхакансем те пур.
Ҫак йӗркесен авторне паян Улатӑр хула администрацийӗн архитектура, хула строительстви, транспорта, ҫутҫанталӑкпа усӑ курас тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх пайӗн пуҫлӑхӗпе Сергей Черкасовпа ҫыхӑнма май килчӗ. Сергей Владимирович ӑнлантарнӑ тӑрӑх, ҫӳп-ҫап турттаракан регионти оператор пӗр организацие тепринпе ылмаштарнӑ. Хайхи ҫӗнӗ подрядчикӑн ҫӳп-ҫап турттармалли икӗ машина пур. Вӑл хушма контейнерсем те туянса вырнаҫтарса тухнӑ. Хула администрацийӗнче тӑрӑшакан тӳре-шара лару-тӑру йӗркеленсе каяссине шантарчӗ.