Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Раҫҫейре
![]() Ҫӗршывӑн Федераци Пухӑвӗн председателӗн пӗрремӗш ҫумӗ Николай Фёдоров Раҫҫейӗн халӑхӗсен чӗлхине упрас тата тӗпчес тӗлӗшпе ӗҫлекен фончӗн попечительство канашне Николай Федоров ертсе пыма пуҫланӑ. Ҫапла, шӑпах ҫавӑ — Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗ пулнӑ Николай Федоров. Ҫакӑн пирки Чӑваш Енӗн пӗрремӗш президенчӗн сайтӗнче хыпарланӑ. Николай Федоров попечительство канашне ертсе пырасси ҫинчен калакан хушӑва РФ Правительствин ертӳҫи Дмитрий Медведев алӑ пуснӑ. Асӑннӑ фонда йӗркелеме РФ Президенчӗ Владимир Путин 2018 ҫулхи юпа уйӑхӗн 26-мӗшӗнче каланӑ. Фондӑн учредителӗсем — РФ Ҫутӗҫ министерстви тата Федерацин национальноҫсен ӗҫӗсен агентстви. Йыша тӗрлӗ министерствӑра, аслӑ шкулта тата ытти ҫӗрте ӗҫлекенсем кӗнӗ. | ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |