Вӗренӳ
![]() Иртнӗ эрнере ОРВИпе тата гриппа чирлекенсен йышӗ нумайланнӑ. Ҫулталӑк пуҫланнӑранпа ку кӑтарту чи пысӑкки пулнӑ. Ӗнер Шупашкар хула администрацийӗнче иртнӗ ларура ҫуркуннехи каникула тӑсма пултарасси пирки калаҫнӑ. Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗн эпидемтӗрӗслев тата санитари сыхлавӗн пайӗн пуҫлӑхӗ Михаил Смирнов халӗ чирлекенсен йышӗ пӗчӗкленме тытӑннине палӑртнӑ. Эппин, каникула тӑсмӗҫ, ачасем вӗренме кайӗҫ. Сӑмах май, ака уйӑхӗн 4-мӗшӗ тӗлне Шупашкарти шкулсенче вӗренекен 2349 ача чирлет. 39-мӗш тата 42-мӗш шкулсенчи икӗ класа ҫеҫ карантина янӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Чӑваш Енре Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗсене маларах памашкӑн заявлени ҫырнисем хӑйсен пӗлӗвне малалла тӗрӗсленӗ. Ӗнер Шупашкарти 48-мӗш шкула общество пӗлӗвӗпе тата литературӑпа экзамена пуҫтарӑннӑ. Общество пӗлӗвӗпе экзамен тытма малтанласа 102 ҫын заявлени ҫырнӑ. Патне ҫитсен вӗсенчен шӑп та лӑп ҫурри пынӑ. Литературӑпа пӗлӗве тӗрӗслес кӑмӑл пуррине 34-ӗн систернӗ, анчах парта хушшине 13-ӗн ҫеҫ ларнӑ. Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменне мӗнле тытнине ака уйӑхӗн 17-мӗшӗччен пӗлтерӗҫ. Ыран Патшалӑхӑн пӗрлехи экзаменӗн резерв кунӗсем пуҫланӗҫ. Ку тапхӑрта та унчченхи ҫулсенче шкул вӗренсе пӗтернисем, техникумсемпе колледжсенче вӗренекенсем хӑйсен пӗлӗвне тӗрӗслейӗҫ. Ун чухне ППЭӗн малтанхи тапхӑрӗн тӗп кунӗсенче парта хушшине ларайманнисене кӗтеҫҫӗ. Ыран акӑлчан чӗлхипе, химипе, информатикӑпа тата ИКТ предмечӗпе, географипе тата историпе экзамен тытӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Хулара
![]() Пӑрахӑҫа кӑларнӑ «Шупашкар» ҫар карапне Шупашкарти арҫынсен мӑнастирне хирӗҫ вырнаҫтарӗҫ. Хула администрацийӗ ӑна вырнаҫтармашкӑн проект ӗҫӗсене саккас панӑ. Ку тӗллевпе хула хыснинчен 3,5 миллион тенкӗ уйӑрнӑ. Проектпа уҫӑ аукцион ҫу уйӑхӗн 4-мӗшӗнче иртӗ. Унӑн ҫӗнтерӳҫин проекта кӑҫалхи чӳк уйӑхӗн 11-мӗшӗччен хатӗрлемелле. Кунсӑр пуҫне ҫав вырӑнта Атӑл хӗррине 200 метр хӑтлӑлатмалла. Карапа юханшыв хӗрринчен темиҫе метрта вырнаҫтарӗҫ. Ун патне 3 метр сарлакӑш кӗпер илсе ҫитерӗ. Карап ҫывӑхӗнче ҫутӑ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Чӑвашлӑх
![]() Ҫӗрпӳ районӗнчи чӑваш чӗлхи вӗрентекенӗсем Шупашкар районӗни Станьял ялӗ ҫывӑхӗнче вырнаҫнӑ Чемен картинче ҫулҫӳревре пулчӗҫ. Вӗсене Чӑваш Енри таврапӗлӳҫӗсен пӗрлӗхӗн ертӳҫи Сергей Сорокин ӑшшӑн кӗтсе илчӗ, музей историйӗпе тата унти экспонатсемпе тӗплӗн паллаштарчӗ. Музей ҫуртӗнчи витринӑсем тата хатӗр-хӗтӗр вырнаҫтарнӑ экспонатсем куракансене ҫав тери килӗшрӗҫ. Кунсӑр пуҫне музейра почта станцийӗ, тимӗрҫӗ, сӑра лаҫҫисем, хурал башни, платник эртелӗ, тӑм савӑт ӑсталӑхӗ, суту-илӳ лавкки, пир-авӑр мастерскойӗ пур. Ҫӗрпӳ Ен вӗрентекенӗсем кунти пӑлхар-сӑвар культурин тата пуштӑ историйӗн музейӗ ҫав тери пуян пулнине тата музей ертӳҫи С.Л. Сорокин хӑйӗн ӗҫне юратса тунине палӑртрӗҫ. Ҫулҫӳрев кӑсӑклӑ та усӑллӑ иртрӗ. Пурне те кайса курма сӗнетпӗр, илтмелли — пӗлмелли кунта чӑнах та ҫав тери нумай. |
Ҫул-йӗр
![]() Ҫӗмӗрле хулипе Чулхула облаҫӗнчи Нават ялне Сӑр урлӑ каҫмалли пӑр ҫула хӗлсерен уҫнине Чӑваш халӑх сайчӗ кашнинчех пӗлтернӗччӗ. Кӑҫал ӑна кӑрлач уйӑхӗн 15-мӗшӗнче хута янӑччӗ. Аса илтерер, вӑхӑтлӑх ҫулпа 3 тоннӑран ҫӑмӑлтарах машинӑсен ҫеҫ каҫма юратчӗ. Пӑр ҫулпа иртнӗ чух пӗр сехетре вунӑ ҫухрӑмран ытла хӑваламалла марччӗ. Ӗнер, ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, юханшыв урлӑ ҫула хупса хунӑ. Ҫапла туни пӑр ҫӳхелнипе ҫыхӑннине тавҫӑрма йывӑр мар. Раҫҫейӗн Инкеклӗ ӗҫсен министерствин Чӑваш Енри Тӗп управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, машинӑсене тата ҫынсене каҫса ҫӳреме сарнине пӑр кайма тытӑниччен сӳтсе пӗтерӗҫ. Унта пырса кӗнӗ ҫӗре ҫул хупӑннине кӑтартакан паллӑсем вырнаҫтарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Раҫҫей Федерацийӗн тата Чӑваш Республикин культурӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ Зинаида Козлова ертсе пыракан «Уяв» халӑх фольклор ансамблӗ нумаях пулмасть Мускав облаҫӗнчи Клин хулинче пулнӑ. Унта юрӑ-ташӑ ӑстисем Раҫҫейӗн халӑхпа художество промыслисен IV фестивальне хутшӑннӑ. Шупашкар хулин тӗп клуб тытӑмӗн методисчӗ Екатерина Осипова ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, Клин хулине ҫӗршывӑн 28 регионӗнчен: Улатимӗр, Ӗрӗнпур, Рязань, Тверь, Тула облаҫӗсенчен, Ставрополь тӑрӑхӗнчен тата ҫӗртен — пырса ҫитнӗ. Куракансем чӑвашсене те кӑмӑлтан йышӑннӑ, юратса алӑ ҫупнӑ, пултарулӑхпа чунтан киленнӗ. Екатерина Осипова пӗлтернӗ тӑрӑх, Шупашкарти фольклор ушкӑнне инҫе ҫула тухма республикӑн тӗп хули пулӑшнӑ. |
Культура
![]() Шупашкарта шкул ҫулне ҫитменнисене «Хунав» конкурса хутшӑнма чӗнсе калаҫҫӗ. Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурс чӑваш халӑхӗн культура эткерлӗхне тӗпчес, аталантарас тата упраса хӑварас тӗллевлӗ. Патриотизм туйӑмне сарассипе, пӗр-пӗрне юратма вӗрентессипе те ҫыхӑннӑ вӑл. Конкурса хутшӑнса ачасем тӑван тӑрӑхпа кӑсӑкланма пуҫласса та шанаҫҫӗ. Конкурс-фестиваль темиҫе номинаципе иртӗ. «Илемлӗ чӑваш юрри» ятлине хутшӑнакансен хитре юрласа кӑтартмалла. «Асамлӑ юмах тӗнчи» номинацине суйласан чӑваш юмахне лартмалла. «Янра, сӑввӑм, хыттӑнрах» номинаципе чӑвашла сӑвӑсем вуламалла. Шупашкарти конкурсра ҫӗнтернисем республика шайӗнче ӑмӑртӗҫ. Заявкӑсене ака уйӑхӗн 10-мӗшӗччен йышӑнаҫҫӗ. Районсемпе хуласенчи тапхӑр ака уйӑхӗн 28-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Унта ҫӗнтернисем республикӑри ӑмӑртура ҫу уйӑхӗн 17-мӗшӗнче тупӑшӗҫ. Конкурса Чӑваш Енӗн Вӗренӳ министертсвипе Вӗренӳ институчӗ йӗркеленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Культура
![]() Елена Рябцева режиссерӑн нумай пулмасть ҫеҫ хатӗрлесе ҫитернӗ кӗске метражлӑ «Юман» фильмӗ Шупашкара килӗ. Ӑна ака уйӑхӗн 16-мӗшӗнче Шупашкарти Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗнчи (унчченхи «Ҫеҫпӗл» кинотеатр) кинозалта 18 сехетре кӑтартӗҫ. Драмӑпа паллашнипе пӗрлех ҫӗнӗ ӗҫе епле ӳкерни ҫинчен каласа кӑтартӗҫ. Кун пирки Елена Рябцева Фейсбукра хыпарланӑ. Фильмра ӳкерӗннӗ Нина Яковлевӑпа тата Иосиф Дмитриевпа пуплеме те май килӗ. Елена Рябцева Хусанти «Время кино» (чӑв. Кино вӑхӑчӗ) форума тата унти Кинематографистсен пӗрлешӗвӗн Ҫамрӑксен центрне тав тунине пӗлтернӗ. Мӗншӗн тесе шӑпах пӗлтӗрхи ҫав форумра проект пӗрремӗш вырӑн йышӑнса хӑйне валли ҫул уҫнӑ-ҫке. «Русская Фильм Группа» (чӑв. Вырӑс фильм ушкӑнӗ) корпорацие те режиссер тав тӑвать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Раҫҫейре
![]() Паян, ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, Мускавра суту-илӳ центрӗ ҫунма тытӑннӑ. «Персей» хулан хӗвелтухӑҫ енче вырнаҫнӑ. Тӑватӑ хутлӑ ҫурта кӑнтӑрла ҫулӑм ярса илнӗ. Пушара 2-мӗш ранг йывӑрлӑхӗпе танлаштарнӑ. «Интерфакс» пӗлтернӗ тӑрӑх, пушарта аманнисем пур. Вӗсем иккӗн. Пӗр ҫын вилнӗ. Анчах информацие официаллӑ майпа ҫирӗплетмен. Суту-илӳ центрне (унта ача-пӑча япалисене сутаҫҫӗ) пынисене ҫӑлав пусмипе урама кӑларнӑ. Палӑртмалла: центрта ачасем валли вылямашкӑн аттракционсем те пур. Пушар вӑхӑтӗнче центртан 300-е яхӑн ҫынна кӑларнӑ. Вӗсен йышӗнче унти ӗҫченсем те пулнӑ. Аса илтерер: нумаях пулмасть Кемӗрти хӑрушӑ пушарта 64 ҫын вилнӗ. Вӗсенчен 41-шӗ — ачасем. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Вӗренӳ
![]() Кӑҫал пӗтӗм вырӑссен диктанчӗ ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче иртӗ. Акцие хутшӑнакансене пӗчӗк парне кӗтет: пурне те пӗр пек ручка валеҫсе парӗҫ. Эппин, кӑҫал диктанта пурте пӗрешкел ручкӑпа ҫырӗҫ. Ҫак кунсенче Чӑваш Ене унашкал 1350 ручка илсе килнӗ. Вӗсене Шупашкарти тата Канашри акци координаторӗсене панӑ. Пӗтӗмпе Раҫҫейре ҫакнашкал 225 пин ручка туса кӑларнӑ. Вӗсене Раҫҫей почти ҫӗршыври 424 ял-хулана валеҫнӗ. Вӗсене машинӑпа, самолетпа, пуйӑспа, паромпа илсе ҫитернӗ. Палӑртмалла: ку акцие Чӑваш Ен ҫулсеренех хутшӑнать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.08.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 749 - 751 мм, 15 - 17 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Турхан Энтри, чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| «Чухӑнсен сасси» хаҫатӑн юлашки 133-мӗш кӑларӑмӗ тухнӑ. | ||
| Петров Виталий Егорович, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |