Чӑвашлӑх
![]() «Ясна» этнокомплексӑн пултарулӑх мастерскойӗ видеохӑтлавсен «Диво России» (чӑв. Раҫҫей тӗлӗнтермӗшӗ) V конкурсне хутшӑнать. Асӑннӑ комплекса пуҫарса янӑ Марина Федорова ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурса 2013 ҫултанпа ҫулсеренех хутшӑннӑ. Икӗ хутчен финала лекнӗ. 2013 ҫулта «Волшебное место» (чӑв. Асамлӑ вырӑн) номинацире ҫӗнтернӗ. 2015 ҫулта «Лучший объект природных территорий — Дуб Киремет» (чӑв. Ҫут ҫанталӑк территорийӗсен чи лайӑх объекчӗ — Киремет йывӑҫ) номинацире ҫӗнтернӗ. Кӑҫал «Ясна» чӑваш руна элемӗсемпе паллаштаракан хӑтлав хатӗрленӗ. «Унти кашни ӗҫе пирӗн ӑстасем чуна парса хатӗрленӗ», — тет Марина Федорова. Чӑваш рунисемпе ҫак каҫӑпа https://www.youtube.com/watch?v=10F49UO73iw иртсе паллашма пулать. |
Республикӑра
![]() Нарӑс уйӑхӗн 27-мӗшӗнче Шупашкарта федераци Сапантуйне ирттересси пирки калаҫнӑ. Ку уява йӗркелекенсенчен пӗри – Тутарстан, ҫавна май Анат Камӑран ятарласа делегаци килнӗ. Сапантуй Шупашкарта утӑ уйӑхӗн 6-7-мӗшӗсенче иртӗ. Халӑх Хӗрлӗ тӳремре тата Анне палӑкӗ патӗнче пухӑнӗ. Тӗп сцена тӳремре пулӗ, унта уява савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫӗҫ, концерт пулӗ. Ҫавӑн пекех алӗҫ куравне йӗркелӗҫ, тутар наци ҫимӗҫне тутанма май пулӗ, чи вӑйлисем валли курэшре (кӗрешӳ) тупӑшӗҫ. Ытти спорт тата наци мероприятийӗсем Анне палӑкӗ патӗнче иртӗҫ. Унта ҫитнисем куршак ҫӗмӗрӗҫ, михӗсемпе кӗрешӗҫ, спортӑн ытти енӗпе вӑй виҫӗҫ. Паллах, уяв юрӑ-ташӑсӑр иртмӗ. Сапантуя чи лайӑх пултарулӑх ушкӑнӗсем ҫитӗҫ. Тутарстанран тӳре-шара килӗ, Раҫҫейри тутар организацийӗсен элчисем те пулӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Муркаш районӗнче пурӑнакан 30 ҫулти арҫыннӑн тата унпа пӗрле ӗҫленӗ 29-ти тусӗн судра явап тытма тивӗ. Аслӑраххи такси службинче вӑй хунӑ. 2016 ҫулхи ҫӗртме тата ҫурла уйӑхӗсенче хайхискер Мӑн Сӗнтӗрте темӗнле ҫынсемпе (вӗсем камсем пулнине халӗ уҫӑмлатаҫҫӗ) калаҫса татӑлнӑ та конкурентсене хӑратнӑ. Вӗсем ытти таксиста машинине тӗп тӑвассипе е сиенлетессипе, хӑйсене хур кӑтартассипе хӑратнӑ. Ҫавна май лешсем пассажирсене, хӑйсен клиенчӗсене, кирлӗ вырӑна ҫитереймен. Пӗлтӗрхи чӳк уйӑхӗнче вӑл конкурентсене хӑйӗн 29 ҫулти пӗлӗшӗпе хӑратма тытӑннӑ. Халӗ ҫав таксист тӗлӗшпе пуҫарнӑ пуҫиле ӗҫсене тишкереҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Раҫҫей Правительстви Чӑваш Ен валли 1,3 миллиард тенкӗ уйӑрӗ. Ку укҫа-тенкӗпе ҫӗнӗ ача пахчисем хута ярӗҫ. Хальлӗхе чи пӗчӗк шӑпӑрлансене ача пахчине вырнаҫтарма йывӑр, мӗншӗн тесен вырӑн ҫителӗксӗр. Федераци хыснинчен уйӑрнӑ «кӗмӗлпе» ҫак ыйтӑва татса пама палӑртнӑ. 2018-2019 ҫулсенче пирӗн республикӑна ку тӗллевпе пӗтӗмпе 1 336 104,6 пин тенкӗ килӗ. Ҫитес икӗ ҫулта ача пахчисенче 2 уйӑхран пуҫласа 3 ҫулти шӑпӑрлансем валли 2,5 пин вырӑн тума палӑртнӑ. Ача пахчисене ӑҫта тӑвасси хальлӗхе паллӑ мар. Чи малтан, ахӑртнех, Шупашкарта хута ярӗҫ. Ҫӗнӗ Шупашкарта, Канашра тата Комсомольски районӗсенче те ача пахчисем ҫӗкленме пултарӗҫ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Нумай пулмасть Канаш хулинчи «Спецдеталь» тулли мар яваплӑ общество ҫывӑхӗнчи сывлӑша тӗрӗсленӗ. Предприяти тата пурӑнмалли ҫуртсен ҫывӑхӗнчи сывлӑшра сиенлӗ япала тупса палӑртнӑ. Прокуратура тӗрӗсленӗ хыҫҫӑн «Спецдеталь» тулли мар яваплӑ общество атмосферӑна фенол кӑларни ҫиеле тухнӑ. Ҫавна май тӗрӗслев материалӗсем тӑрӑх Раҫҫей Федерацийӗн Уголовлӑ кодексӗн 251-мӗш статйин 1-мӗш пайӗпе килӗшӳллӗн пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Предприятин сывлӑша сиенлӗ япалапа вараланӑшӑн явап тытма тивӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Сывлӑх
![]() Республикӑри 28 шкулта куҫ ҫивӗчлӗхне сыхлакан пунктсем ӗҫлеме пуҫлӗҫ. ЧР Сывлӑх сыхлавӗн министерстви пӗлернӗ тӑрӑх, вӗсем ачасен куҫ ҫивӗчлӗхӗ чакнине тупса палӑртма, сиплеме пулӑшӗҫ. Шкулсенчи медицина пӳлӗмӗнче офтальмомиотренажер-релаксатор, аккомодацие ҫирӗплетмелли аппарат, куҫлӑх-тренажер, Сивцев-Головин таблици вырнаҫтарӗҫ. Ачасем унашкал пунктра 10 кун сипленӗҫ. Вӑтамран 1 ҫынна валли ҫур сехет кирлӗ. Пӗр сехетре 5 ача сипленме пултарӗ. Шкул ачисен куҫ ҫивӗчлӗхне тӗрӗслемелли проекта икӗ ҫул каялла пуҫарнӑ. Ҫак вӑхӑтра 4 пин ачан куҫне тӗрӗсленӗ, вӗсенчен ҫуррине сипленӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Кӳршӗре
![]() Уяв саманчӗ Чӗмпӗрти 20-мӗш «Искринка» (чӑв. Хӗлхемкке) ача пахчи ҫирӗм ҫул ытла ирттерекен «Туслӑх фестивальне» анлӑлатма шут тытнӑ. Кӑҫал вӗсем кашни халӑх культурипе тӗплӗнрех паллаштарасшӑн — асламӑшӗ-кукамӑшӗсен культурипе ҫыхӑннӑ уявсене йӗркелӗҫ. «Канаш» хаҫат пӗлтернӗ тӑрӑх, нумаях пулмасть чӑваш асанне-кукамайӗсемпе мӑнукӗсем пӗрле улах ларнине кӑтартса панӑ. Малтан ачасене аслисем чӑвашсен тӗп уявӗсемпе — Сурхурипе, Улах ларнипе, Ҫӑварнипе, Акатуйпа — паллаштарнӑ. Ку ӗҫе вӗсем, слайдсем кӑтартса, малтан чӑвашла, кайран вырӑсла тунӑ. Ӗлӗк хӗрсем улах мӗнле ларнине Нина Васильевна Левендеевӑпа Людмила Владимировна Трифонова тата Ирина Васильевна Лоханникова питӗ тӗплӗн паллаштарнӑ: тӗрленине те, юрланине те, юмах янине те. «Искринка» ача пахчинче улаха хатӗрленсе чӑваш кӗнекисен куравне те йӗркеленӗ. Шӑпӑрланӗсем те пуш алӑпа пулман — кашни хӑна валли хӑйсен аллипе парне хатӗрленӗ. Каласа хӑварас пулать, Чӗмпӗрти 20-мӗш «Искринка» ача пахчи шӑпӑрлансене мӗн пӗчӗкрен наци сӗмлӗ воспитани панипе уйрӑлса тӑрать. Ҫирӗм ҫул ытла ҫак шкул умӗнхи вӗренӳ учрежденийӗ Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсен культурипе чӗлхине вӗрентессипе тимлет. |
Харпӑр шухӑш
Чӑваш чӗлхи
Пире атте-анне тӑван чӗлхене вӗрентет. Анчах та тӑван чӗлхе атте-анне ҫинче ҫеҫ тытӑнса тӑма пултараймасть. Хальхи саманара ҫакӑ пушшех те тӗрӗс. Акӑ эпир чӑвашла калаҫатпӑр, ҫыратпӑр, вулатпӑр. Ҫак япала хӑшне-пӗрне хӑйне хӑй пулса пырать пек туйӑнать пулмалла. Анчах та ку пачах та апла мар. Тӗнчере нимӗн те хӑйне хӑй, хӑй еккипе пулса пымасть. Пурин те хайӗн йӗрки пур. Эпир ҫакнашкал хамӑр чӗлхепе усӑ курассишӗн нумай-нумай ҫын тар кӑларса тӑрӑшнӑ. Атте-анне ҫеҫ мар! Тӑрӑшнӑ вӗрентевҫӗсем, методистсем, чиновниксем, политиксем, ҫыравҫӑсем, мусӑкҫӑсем, ӑславҫӑсем... Пинӗ-пинӗпе! Ҫавсем тӑрӑшман пулсан паян ним те пулас ҫукчӗ. Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫри Лебедевсен килйышӗ Ӗнтӗ миҫемӗш ҫул ӗнтӗ пирӗн пуҫа минретеҫҫӗ: ятарласа патшалӑх тӑрӑшни ним тума та кирлӗ мар, ашшӗ-амашӗ чӑвашла вӗренткелени те ҫитӗ! |
Республикӑра
![]() «Пӗр чӳрече, электронлӑ черет, патшалӑх пулӑшӑвӗ... Мӗн кӑна шухӑшласа кӑлармаҫҫӗ. Ҫынсен пурнӑҫне ҫӑмаллататпӑр теҫҫӗ. Иртнӗ эрнере Шупашкарти Ленинград урамӗнчи МФЦна кайрӑм. Ман умра черет — 72 ҫын! 3 сехет кӗтмелле, ӗҫе таваймарӑм, ҫаврӑнса утрӑм», — тесе ҫырнӑ «Контактра» халӑх тетелӗнчи «Киремет tv» ушкӑнра ятне кӑтартман ҫын. Унтан вӑл юлташӗн арӑмӗ «1 уйӑхри ачипе окулист пӳлӗмӗ умӗнче 2 сехет инфекци пуҫтарса» ларнине пӗлтернӗ. Черетрисенчен нихӑшӗ те кӗртмен: эпир ҫырӑннӑ, черет йышӑннӑ тенӗ иккен. Вӑрӑм черете тарӑхнӑ этем ҫавна министрсене кӑтартасчӗ тесе тулашать. «Хӑвӑра лӑпкӑ тытма мӗн ӗҫсе каятӑр больницӑна, МФЦна, ытти ҫӗре?», — вӗҫленӗ вӑл хӑй кӑмӑлсӑрланӑвне. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Республикӑра
![]() Елчӗк районӗнчи «Волчье логово» (чӑв. Кашкӑр йӑви) сунарпа хӑна ҫуртӗнче сунар биатлонӗ енӗпе ӑмӑрту иртнӗ. Ку хыпара лаш-таяпасем «Контактра» ушкӑнра ҫӗркаҫ пӗлтернӗ. Ӑмӑртӑва пӗр тӑван Князевсем пуҫарнӑ. Ҫанталӑк сиввине кура вӗсем пурне те вӗри чейпе, канихвет-пӗремӗкпе хӑналанӑ. Лаш Таяпара пурӑнакансемпе унта ҫуралса ӳснисем хӑнасене вырӑнти паллӑ вырӑнсемпе паллаштарнӑ. Ҫил кастарса хир тӑрӑх вӗҫтерме кӑмӑллакансене юр ҫийӗн ҫӳрекен машинӑпа — снегоходпа — ярӑнтарнӑ. Сунар биатлонне вара тӗрлӗ тӑрӑхри: Мускаври, Шупашкарти, Канашри, Комсомольскипе Елчӗк районӗнчи — сунарҫӑсем хутшӑннӑ. Канашсен ушкӑнӗ пуринчен те маттуртарах пулнӑ. Ҫавӑнпа вӗсене пӑлан тата укҫа парса хавхалантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
|
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (13.07.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 755 - 757 мм, 16 - 18 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Александров Михаил Александрович, паллӑ авиаконструктор ҫуралнӑ. | ||
| Патман Николай Кириллович, чӑваш ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
| Абужаров Анатолий Ильич, Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ вӑрманҫи ҫуралнӑ. | ||
| Золотов Арсений Иванович, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ вӗрентекенӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |