Ҫутҫанталӑк
![]() Халӗ питӗ лайӑх ҫанталӑк тӑрать. Анчах, синоптиксем пӗлтернӗ тӑрӑх, ҫитес эрнере аслатиллӑ ҫумӑрсем пулӗҫ, ҫанталӑк сивӗтсе те илӗ. Паян шӑрӑх, ҫиллӗ ҫанталӑк пулчӗ. Ыран, ҫӗртме уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, каллех шӑрӑх хуҫаланӗ. Ҫумӑр ҫумӗ, ҫил те лӑпланӗ. Термометр 23-18 градус ӑшӑ кӑтартӗ. Тунтикун вара ҫанталӑк питех савӑнтармӗ. Урамра 30 градус таранах ӑшӑ пулӗ-ха, анчах ҫумӑр пӗлӗчӗсем капланӗҫ, аслатиллӗ ҫумӑр ҫума пултарӗ. Ҫӗртме уйӑхӗн 11-12-мӗшӗсенче каллех шӑрӑх ҫанталӑк пулӗ. Синоптиксем малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, ҫӗртмен 14-15-мӗшӗсенче республикӑна сивӗ килӗ, ҫумӑр, пӑр ҫума, ҫил вӑйланма пултарӗ. Ҫимӗкре вара самай сивӗтӗ: 15-20 градус ҫеҫ ӑшӑ пулӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |