Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Кахал ҫӑпата сырнӑ ҫӗре ӗҫчен ӗҫне пӗтернӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Республикӑра

Крымри Керчьре инкек пулнӑ хыҫҫӑн Чӑваш Енри шкулсене те тӗрӗслӗҫ. Аса илтерер: юпа уйӑхӗн 17-мӗшӗнче Керчьри политехника колледжӗнче 18 ҫулти студент Владислав Русляков ҫынсене персе вӗлернӗ, сирпӗтӳ тунӑ. Унта 21 ҫын вилнӗ.

Республикӑри вӗренӳ организацийӗсене прокуратура тӗрӗслӗ. Ку Раҫҫей прокуратурин генеральнӑй прокурорӗн хушӑвӗпе килӗшӳллӗн пулӗ. Шкулсенче ачасене хӑрушсӑрлӑхпа тивӗҫтереҫҫӗ-и? Прокуратура йӑлтах уҫӑмлатӗ.

Тӗрӗслев вӑхӑтӗнче уйрӑмах хурал, контрольпе пропуск тытӑмӗ, видеосӑнав тӗлӗшпе тимлӗ пулӗҫ. Инкек пулсан ҫынсене кун пирки хӑвӑрт пӗлтерме май пуррипе ҫуккине те пӑхӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/53352
 

Хулара
Константин Ишутов тунӑ сӑн
Константин Ишутов тунӑ сӑн

Шупашкарти «Амазония» паркри амазонкӑсене вӑхӑтлӑха илӗҫ. Йӑлтах – вандалсене пула. Вӗҫем кӳлепесене сиенлетнӗ.

Аса илтерер: амазонкӑсен ҫичӗ кӳлепине пӗлтӗр ҫуркунне лартнӑ. Вӗсене «Амазония» парка кӗнӗ ҫӗрте вырнаҫтарнӑ. Ҫак таранччен кӳлепесем вандалсенчен пӗрре мар шар курнӑ. Пӗрин хӗҫ-пӑшалӗ ҫухалнӑ. Кӑҫал ҫуркунне пур амазонкӑнне те аллисене татнӑ.

«Контактра» халӑх тетелӗнчи ушкӑнра пӗлтернӗ тӑрӑх, статуйӑсене йӗркене кӗртес тесе вӑхӑлӑха илме палӑртнӑ. Реконструкцилесен вӗсене хӑйсен вырӑнне лартӗҫ.

 

Республикӑра

Чӳк уйӑхӗ пуҫлансан Чӑваш Енре сунарҫӑсене хӑш-пӗр чӗрчуна тытма ирӗк парӗҫ. Вӗсен йышне мулкачсене, тилӗсене, Америка шашкисене, вӑрман пӑсарисене, шӑши юсӗсене тата сӑсарсене кӗртнӗ.

ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, сунар сезонӗ чӳк уйӑхӗн 1-мӗшӗнче пуҫланать. Ҫак уйӑхра ӑтӑрсене, Европа хӑнтӑрӗсене, тилӗсене, енот евӗр йытӑсене тата кашкӑрсене тытма юрать. Сезон нарӑс уйӑхӗн 28-мӗшӗнче вӗҫленӗ.

Анчах сунарҫӑсен чиккине пӗлмелле. Вӗсене пӗр талӑкра 3 хӑнтӑр, 3 сӑсар, 2 Америка шашки, 1 мулкач, енот евӗр 2 йытӑ, 1 шӑши юсӗ тытма ирӗк панӑ.

Чӳк уйӑхӗн 15-мӗшӗнче вӗҫен кайӑксене тытма чарӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/53342
 

Чӑваш чӗлхи
«Википедиа» сайтри сӑн
«Википедиа» сайтри сӑн

2020 ҫулта Николай Ашмарин чӗлхеҫӗ ҫуралнӑранпа 150 ҫул ҫитнине паллӑ тӑвӗҫ. ЧР Правительстви ҫавра ҫула палӑртмашкӑн тӗп мероприятисен планне ҫирӗплетнӗ.

Ытларахӑшӗ 2020 ҫулхи авӑн уйӑхӗнче иртӗ. Етӗрнере «Ашмарин вулавӗсем» конференци йӗркелӗҫ, регионсен хушшинче синквейн (пилӗк йӗркеллӗ сӑвӑ) ҫырас енӗпе «Чӑваш чӗлхин тупри» интернет-конкурс ирттерӗҫ. Ҫавӑн пекех вӗрентекенсем валли «Н.И.Ашмаринӑн пултарулӑх еткерӗ» ӑслӑлӑхпа практика конференцийӗ пулӗ.

Ашмарин пирки документлӑ фильм ӳкерме, куҫ курманнисем валли нумай форматлӑ кӑларӑма кун ҫути кӑтартма, чӗлхеҫӗн ӑслӑлӑх ӗҫӗсен суйласа илнисен пуххине электронлӑ майпа кӑларма палӑртнӑ. Сӑмах май, Чӑваш халӑх сайчӗ унӑн 17 томлӑ «Чӑваш чӗлхин словарьне» электрон вариант ҫине куҫарса тӗнче тетелне вырнаҫтарма тытӑннӑ. Ҫак ӗҫе ҫавра ҫул тӗлне вӗҫлеме палӑртнӑ.

Каласа хӑвармалла: Николай Ашмарин Етӗрнере 1870 ҫулта ҫуралнӑ. Вӑл – тӗрӗкҫӗ, тюркологи докторӗ, профессор, хальхи чӑваш чӗлхин никӗслевҫи. Николай Иванович 1933 ҫулта Хусанта вилнӗ.

 

Сывлӑх
«Википедиа» сайтри сӑн
«Википедиа» сайтри сӑн

Правительство ларӑвӗнче республикӑра ВИЧ-инфекцие сарӑлма парас марри пирки калаҫнӑ. Кӑҫал 9 уйӑхра ҫак амакпа 242 ҫын чирленине тупса палӑртнӑ.

Ҫапах, ЧР сывлӑх сыхлавӗн министрӗн ҫумӗ Владимир Дубов каланӑ тӑрӑх, Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи тата Раҫҫейри кӑтартусене илсен, пирӗн республикӑра ку енӗпе лару-тӑру шутсӑр япӑх мар. СПИДпа чирлисен 92,7 проценчӗ диспансер тӗрӗслевӗнче шутланать.

Кӑҫал 9 уйӑхра Чӑваш Енри халӑхӑн 17,7 процентне ВИЧ-инфекцие тупса палӑртас тӗллевпе тӗрӗсленӗ. Пӗлтӗрхи ҫак тапхӑрпа танлаштарсан, чилисен йышӗ 1 процент чакнӑ.

 

Чӑвашлӑх

Чӑваш халӑх сайчӗ Чӑваш Енӗн чӑвашла карттине ҫӗнетсе кӑларма шутлать. Ҫавӑнпа та кашнинченех усӑллӑ сӗнӳсем кӗтет. Ҫавӑн пекех тупса палӑртнӑ йӑнӑшсене пӗлтерсен те сире тарават пулӑттӑмӑр.

Аса илтеретпӗр, Чӑваш Енен чӑвашлатнӑ схемине Чӑваш халӑх сайчӗ 2015 ҫулта пичетлесе кӑларчӗ. Тӗрӗссипе вӑл малтанхи вариант кӑначчӗ — тӗрӗслесе пӑхмаллискер. Ҫавӑнпа та тиражӗ пысӑк марччӗ — 300 экземпляр ҫеҫ. Хальхинче пысӑкрах тиражпа кӑларас ӗмӗтлӗ.

 

ЮПА
31

Чӑвашсем Турци 95 ҫул тултарнӑ ятпа саламланӑ
 Эльвира Иванова | 31.10.2018 10:28 |

Тӗнчере
Тутарсен паллӑ историкӗ Рафаэль Мухамметдинов, Николай Столбов, Ахмет Садык Доган, Юрий Сан, Илле Иванов
Тутарсен паллӑ историкӗ Рафаэль Мухамметдинов, Николай Столбов, Ахмет Садык Доган, Юрий Сан, Илле Иванов

Тӗрӗк Тӗнчин культура тӗввин тата Митта хунтин (Чӑваш Ен) делегацийӗ 2018 ҫулхи юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Турци Республикин Хусанти Тӗп консулӗ Ахмет Садык Доганпа мӑшӑрӗ Турци Республики 95 ҫул тултарнӑ ятпа ирттернӗ йышӑнӑва хутшӑннӑ. Хусанти «Палас» хӑна ҫурчӗн аслӑ пӳлӗмне пухӑннӑ хӑнасене консул хапӑл тунӑ, Турци Президенчӗн Реджеп Таййип Эрдоганӑн саламне вуласа панӑ. Вӑл юлашки ҫулсенче Турципе Раҫҫей Федерацийӗн ӗҫпӗрлӗхӗ аталанса пынине савӑнса палӑртнӑ.

Хӑнасен ячӗпе Тутарстан Патшалӑх Канашӗн ертӳҫин ҫумӗ Римма Ратникова сӑмах каланӑ. Уява Тутарстан правительствин ертӳҫин ҫумӗ – промышленноҫпа суту-илӳ министрӗ Альберт Каримов хутшӑннӑ. Вӗсем Тутарстан Президенчӗн Рустам Миннихановӑн саламне ҫитернӗ. Саламра Тутарстанпа Турци хушшинчи экономика, культура ҫыхӑнӑвӗсем питӗ лайӑх аталанса пынине палӑртнӑ. (Паянхи уяв иртнӗ ҫурта та Турци инвесторӗсем юсаса хута янӑ.)

Сӑмах май, Раҫҫей самолетне Турци чиккинче персе антарнӑ кризис вӑхӑтӗнче те Тутарстан Турципе тытакан ҫыхӑнусене татман, пушшех те, икӗ кӳршӗ – Раҫҫейпе Турци – хушшинчи хирӗҫӳллӗ лару-тӑрӑва ҫураҫуллӑ татса пама витӗм кӳнӗ.

Малалла...

 

Политика

«Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» политика партийӗн Чӑваш Енри уйрӑмӗн канашӗн ертӳҫи пулма урӑх ҫынна лартасшӑн. Ҫак тилхепене тытса пыракан Анатолий Аксаков тивӗҫтерменрен, парти пайташӗсем хушшинче ӑнланманлӑх сиксе тухнишӗн мар.

Юпа уйӑхӗн 29-мӗшӗнче Шупашкарта партин регионти уйрӑмӗн канашӗн бюровӗн ларӑвӗ иртнӗ. Ӑна Анатолий Аксаков ертсе пынӑ. Раҫҫейри паллӑ политика маларах партин Тӗп Президиумӗн пайташне суйланӑ иккен. Ҫавна май Анатолий Аксаков хӑй вырӑнне Олег Николаева сӗннӗ.

Олег Николаев унччен Чӑваш Енӗн Патшалӑх Канашӗн депутачӗ пулнӑччӗ. Кайран вӑл РФ Патшалӑх Думине суйланчӗ. Банк тытӑмӗнче ӗҫленӗскер экономика ыйтӑвӗсене аван ӑнланать.

Отчетпа суйлав конференцийӗ чӳк уйӑхӗн 24-мӗшӗнче иртмелле.

 

Персона

Чӑваш Енӗн телекуравӗпе кӑтартакан «Ирхи тӗпел» кӑларӑмра паян паллӑ филолог Атнер Хусанкай пулнӑ.

Телекӑларӑма ертсе пыракан Марина Карягина журналист передачӑна Чӑваш ҫӗрӗн сумлӑ та пултаруллӑ ҫыннисене йыхравланипе палӑрса тӑрать.

Паянхи хӑна пирки Марина Карягина Фейсбукра ҫапла ҫырнӑ: «Паян манӑн уҫӑ эфирти хӑнам — Вӗрентекенӗм тата Тусӑм. Унӑн тӑван халӑхӑмӑрӑн шӑпинчи вырӑнӗ пирки ҫырма пирӗн, паянхисен, хальлӗхе сӑмахӑмӑр та ҫитес ҫук. Шӑпах историн ҫак тапхӑрӗнче пире Атнер Хусанкайпа юнашар пурӑнма пӳрни — Ҫӳлти Хӑват чӑваша пӑрахманнине пӗлтерекен тӗслӗх.

Эпир — тӗнчешӗн пӗлтерӗшлӗ халӑх ачисем. Ӗҫчен халӑх пултарусӑр пулма пултараймасть, пултарулли вара хӑйӗн пуласлӑхри вырӑнне ҫӗнсе илетех».

 

Республикӑра

Ҫӗнӗ ҫул ҫывхарать, ҫавна май хӑшӗ-пӗри чӑрӑш ӑҫта туянасси пирки те шутлама тытӑннӑ ахӑртнех. Чӑваш Енре уяв валли 328 чӑрӑш тата хыр касма палӑртнӑ. Ятарласа аукцион йӗркелӗҫ. Ӑна ЧР Ҫутҫанталӑк министерстви чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче ирттерӗ.

Аукциона Улатӑр, Сӑнав, Ҫӗмӗрле вӑрман хуҫалӑхӗсенчи йывӑҫсене тӑратнӑ. Ҫӗнтерӳҫӗ Улатӑр районӗнче 68 хыр тата 60 чӑрӑш (9993,25 тенкӗлӗх) хатӗрлӗ. Ҫӗмӗрле тата Сӑнав вӑрман хуҫалӑхӗсенче 100-шер чӑрӑш касӗҫ.

Аукционра ҫӗнтернисен ҫеҫ Ҫӗнӗ ҫул валли чӑрӑш хатӗрлеме ирӗк пулӗ. Кам хӑй тӗллӗн вӑрмана кайса чӑрӑш касать – ҫавна штраф кӗтет. Ахаль ҫынсен – 3-4 пин, должноҫри ҫынсен – 30-40 пин, юридици сӑпачӗсен 200-300 пин тенкӗ тӳлеме тивӗ. Икӗ е ытларах йывӑҫ каснӑшӑн пуҫиле ӗҫ пуҫарӗҫ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://moygorod-online.ru/news/
 

Страницӑсем: 1 ... 2189, 2190, 2191, 2192, 2193, 2194, 2195, 2196, 2197, 2198, [2199], 2200, 2201, 2202, 2203, 2204, 2205, 2206, 2207, 2208, 2209, ... 4133
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере стандартлӑ мар лару-тӑру пулма пултарать, вӑл кулленхи ӗҫсен юхӑмне ҫавӑрса хурӗ. Мӗн те пулин ҫӗннине пуҫанатӑр тӑк тимлӗ пулӑр — хӑйсен шанчӑклӑхне пӗрре мар ӗнентернӗ ҫынсене ҫеҫ шанмалла. Харпӑр пурнӑҫ ӑшӑлӑхпа савӑнтарӗ: ҫывӑх ҫыннӑрсем тӗрев туйӑмне парнелӗҫ.

Ака, 03

1929
97
Воронцова Галина Михайловна, медицина ӑслӑхӗсен докторӗ ҫуралнӑ.
1977
49
Раман Иринкки, ҫамрӑк чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...