Шупашкарти депутатсен хула пухӑвӗн депутачӗ Алексей Шурчанов айӑплӑ тесе йышӑннӑ. Приговорпа килӗшӳллӗн, унӑн 200 пин тенкӗ штраф тӳлемелле.
Палӑртмалла: Алексей Шурчанов – РФ Патшалӑх Думин депутачӗн Валентин Шурчановӑн ывӑлӗ. Следстви тата суд ҫирӗплетнӗ тӑрӑх, 2015 ҫулхи кӗркунне Шурчанов-кӗҫӗнни «Благодать» тулли мар яваплӑ общество директорне Игорь Нарышкина ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗсен суйлавӗнче тӗп списока кӗртме шантарнӑ, куншӑн унран 547 пин тенкӗ илнӗ. Анчах вӑл хӑйӗн сӑмахне тытман.
Малтан коммерци подкупӗ тесе пуҫиле пуҫарнӑ. Анчах судра ӗҫе урӑх статьяпа (улталани) пӑхса тухнӑ, мӗншӗн тесен Шурчанов-кӗҫӗннин чӑннипе Игорь Нарышкина списока кӗртмелле майсем те пулман.