Политика
![]() cap.ru сайтран илнӗ сӑн Паян Шупашкар хула администрацийӗнче планерка иртнӗ, унта Федерацин налук службин инспекцийӗн Шупашкарти пуҫлӑхӗ Станислав Федоров ҫитнӗ. Хӑш-пӗр депутат халӗ те пурлӑх налукне тӳлемен-мӗн. Аса илтерер: пурлӑх тата транспорт налукӗсене раштав уйӑхӗн 3-мӗшӗччен тӳлемелле. Планеркӑра ыйтусене пӑхса тухӑ хыҫҫӑн Станислав Федорова сӑмах панӑ. Вӑл трибуна умне тӑрса налук парса татман депутатсене ятран каласа тухнӑ. «Депутатсен списокӗ пысӑк. Пӗтӗмӗшле парӑм – 400 пин тенке яхӑн. Шӑпах налуксенчен хула хысни йӗркеленет», - палӑртнӑ Станислав Федоров. Хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков депутатсене часрах налук тӳлеме чӗнсе каланӑ. Хула пуҫлӑхӗ Егений Кадышев та «намӑс» списока лекнисемпе калаҫса илме шантарнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |