Ял пурнӑҫӗ
![]() Куславкка районӗнчи суд пристав-исполнителӗсем ҫӑлтан шыв ӑсма чарнӑ. Ҫак утӑма вӗсем суд йышӑнӑвне пурнӑҫланӑ май тунӑ. Суд приставӗсен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗн пресс-служби пӗлтернӗ тӑрӑх, Кунер ял тӑрӑхӗнчи Ҫатрӑк, Услӑх, Ҫӗньял, Кунер, Катӗркасси ялӗсенчи ҫӑлти шыва ӗҫме юрамасть. Асӑннӑ ялсенче шыв колонкӑра мар иккен. Ҫӑлти шыв вара гигиена тӗлӗшӗнчӗн йӗркеллӗ мар — ҫакна микробиологи тӗрӗслевӗ вӑхӑтӗнче ҫирӗплетсе панӑ. Тӗпчев шывра вар-хырӑм бактерийӗ пуррине кӑтартнӑ. Кунер ял тӑрӑхӗ кӑлтӑка пӗтерме шантарнӑ, анчах кун валли ӑна вӑхӑт кирлӗ-мӗн. Суд йышӑнӑвне пурнӑҫа кӗртекен приставсем вырӑнти тӳре-шара шыв пахалӑхне лайӑхлатнипе лайӑхлатманнине тӗрӗслесе тӑма шантараҫҫӗ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |