Патӑрьел районӗнчи Ҫӗньялта паянхи кун та ӗлӗкхиллех улах лараҫҫӗ иккен. Ҫакӑн пирки унти «Авангард» хаҫат пӗлтернӗ.
Унта ҫырнӑ тӑрӑх, пӗрле пуҫтарӑнса ҫӑм арлаҫҫӗ, ҫыхаҫҫӗ, тӗрлеҫҫӗ, вӗтӗ шӑрҫапа пир татӑкӗ ҫине тӗрлӗрен эреш тӑваҫҫӗ... «Анчах та кукамай-асаннесем евӗр пӗр-пӗр килте мар, юсав хыҫҫӑн капӑрланса чиперленнӗ ял клубне пуҫтарӑнаҫҫӗ. Асаннесемпе кукамайсем йӗркеленӗ «Ӑстапи» кружока ҫӳрекенсем паянхи кун кашниех мастер-класс кӑтартма та хатӗр. Хӑйсен ӗҫӗсенче чӑн ӑста! Вӗсене ертсе тата хавхалантарса пыраканӗ — О. Мадюкова. Ольга Петровнӑн ку тӗлӗшпе опычӗ пахучӗпех. Хӗрарӑм тухья-хушпу нумай ӑсталать. Ҫывӑх вӑхӑтра вара вӑл ӗҫтешӗсене хутран карҫинкка авма хӑнӑхтарасшӑн», — тесе ҫырнӑ.