Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӑсмассерен аш турамӗ лекмест.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: Мускавра Чӑваш поэзийӗн каҫӗ иртӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 19.06.2019 18:58 | 1409 хут пӑхнӑ
Культура

Мускавра Чӑваш поэзийӗн каҫ иртӗ. Вӑл ҫӗршывӑн тӗп хулинчи Национальноҫсен ҫуртӗнче ҫӗртме уйӑхӗн 28-мӗшӗнче 18 сехетре пуҫланӗ.

Чӑваш Енри профессионал ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗн правленийӗн ертӳҫи, «Хыпар» издательство ҫурчӗн «Тӑван Атӑл» журналӗн редакторӗ Лидия Филиппова ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, Мускаври ентешӗмӗрсемпе республикӑри паллӑ ҫыравҫӑсем тӗл пулӗҫ. Вӗсен йышӗнче, сӑмахран, Анатолий Кипеч, Светлана Асамат, Улькка Эльмен, Альбина Юрату, Светлана Гордеева, Ольга Васильева, Раиса Воробьева, Лидия Сарине, Елена Светлая, Владимир Мишшан, Дмитрий Суслин, Владислав Николаев тата ыттисем.

Мускаври Чӑваш поэзийӗн каҫне Шупашкар хули йӗркеленнӗренпе 550 ҫул, Чӑваш автономийӗ 100 ҫул тултарассине халалланӑ.

Культура марафонне пирӗн тӑрӑхри профессионал ҫыравҫӑсен пӗрлешӗвӗ пуҫарнӑ. Мускаври Чӑваш поэзийӗн каҫне ирттерме ҫӗршывӑн тӗп хулинчи Чӑваш культурин пӗрлӗхӗ тата Чӑваш Енӗн РФ Президенчӗ ҫумӗнчи полпредстви пулӑшать.

#чӑвашлӑх, #ҫыравҫӑсем, #поэзи, #Мускав, #чӑваш чӗлхи

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Валери ТУРКАЙ // 3230.03.6332
2019.06.21 03:31
"Питӗ сумлӑ" делегаци - нимӗн те калаймӑн!
Мӗн, мускавсене чӑвашсенчен култарма каять-им Филиппова йӗркеленӗ ушкӑн?
Камсем вӗсем - Светлана Гордеева, Ольга Васильева, Раиса Воробьева, Елена Светлая,Владимир Мишшан?.. Тата "Ара Мишши" пурччӗ пулас...
Намӑса пӗлӗр кӑштах!
Кун пек йышпа Мускава мар, Пасаркассине те кайма юрамасть!


Валери ТУРКАЙ 8-927-855-54-80
vasilij.rozov.1944 // 4029.67.6860
2019.06.22 16:42
Сана йыхравламарĕç -и?
Базиль Кириллов // 1520.56.2871
2019.06.23 08:04
Туркай, Яккусен, Сементер, Мартьянова, Теветкель, Кервен тата ыттисене ма кӗртмен? Кун пек шӗвӗ ушкӑнпа Мускава илеймӗн.
Константин Малышев // 2213.75.2941
2019.06.25 15:36
«Капкăн» журнала çӗнӗрен уçма вăхăт çитнӗ пек туйăнать мана. Кулăшла ку, чăн та.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем