Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -4.7 °C
Вӑррӑн пуҫ тӳпинчен пӑс тухать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Чӑваш чӗлхин историллӗ фонетикине акӑлчанла пичетлесе кӑларнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Данную новость вы также можете прочитать на Русском языке
Аçтахар Плотников 29.01.2019 13:10 | 2916 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи

Германири Висбаденра нумай пулмасть Клара Адягаши венгр тӗпчевҫин «Chuvash Historical Phonetics» (чӑв. Чӑваш историлле фонетики) кӗнеки пичетленсе тухнӑ. Вӑл пурӗ 334 страницӑран тӑрать, унта 19 ӳкерчӗк тата 4 таблица кӗнӗ. Кӗнеке акӑлчанла тухнӑ. Лавккасенче ӑна 78 европа (~6000 тенкӗ) сутаҫҫӗ.

Чӑваш фонетикинчи историлле аталанӑвне тӗпчесе пӗлес тӗлӗшпе Клара Адягаши тӗрлӗ чӗлхесенче упранса юлнӑ чӑваш сӑмахӗсемпе усӑ курнӑ. Венгрире пурӑнакан тӗпчевҫӗ хӑйӗн ӗҫне огур сӑмахӗсене, венгр чӗлхине пӑлхар чӗлхинчен кӗнӗ сӑмахсене тата авалхи пермь, вырӑс, ҫармӑс чӗлхисенчи сӑмахсене тӗпе хурса хатӗрленӗ. Ҫавӑн пекех арап, ҫӗнӗ перс, протопермь, авалхипе вӑтам вырӑс, китай, вӑтам монгол, авалхи ҫармӑс чӗлхисем чӑваш чӗлхипе мӗнле хутшӑнура пулнине кӑтартнӑ.

Клара Адягаши — Венгрире пурӑнакан чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи. Вӑл Андраш Рона-Таш академикӑн вӗренекенӗ шутланать. Кандидат тата доктор диссертацине вӑл чӑваш чӗлхине тӗпчесе хӳтӗленӗ. Венгрири Дебрецен университетӗнче профессор пулса ӗҫлет.

#кӗнекесем, #тӗнчере, #Германи, #Венгри, #тӗпчевсем, #чӑваш чӗлхи, #Висбаден, #Дебрецен

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 3567.52.2983
2019.01.29 23:46
Agabazar
<<Клара Адягаши — Венгрире пурӑнакан чӑваш чӗлхи тӗпчевҫи. Вӑл Андраш Рона-Таш академикӑн вӗренекенӗ шутланать. Кандидат тата доктор диссертацине вӑл чӑваш чӗлхине тӗпчесе хӳтӗленӗ. Венгрири Дебрецен университетӗнче профессор пулса ӗҫлет.>>©
Agabazar // 3567.52.2983
2019.01.29 23:46
Agabazar
Çакнашкал кĕнеке Лия Левитская авторăн та пурччĕ. Ахăртнех, вăл ĕнтĕ халĕ кивелнĕ шутланать пулас.


Мĕн тери пуянлăх! Курăр-ха, чăваш фонетики тĕлĕшпе икĕ пысăк монографи. Кунашкал япалана тивĕçлĕн хаклас пулать, тата кулленхи пурнăçра та усă курмалла.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Ытти чӗлхесем

Баннерсем

Шутлавҫӑсем