Шупашкарта пурӑнакан электрик, Павел Соколов, «Что? Где? Когда?» кӑларӑмри вӑйӑҫсене ыйту панӑ. Лешсем хуравлайман, ҫапла майпа пирӗн ентеш 80 пин тенкӗ выляса илнӗ.
Унӑн ыйтӑвӗ вара ҫапларах янӑранӑ: «1998 ҫулта Сергей Кастальский журналист асаилӳ статйи ҫырнӑ. Унӑн шухӑшӗпе, ҫак статьян тӗн сӑнарӗ КПССӑн 2-мӗш съездне, 1-мӗш хоккей чемпионатне, уйӑхра кирлӗ чухлӗ турӑх нормине ҫӑмӑллӑнах улӑштарма пултарнӑ. Ҫак сӑнар, журналист ҫырнӑ тӑрӑх, совет халӑхӗ валли виртуаллӑ тӗнчене ҫул уҫнӑ. Ӑна ҫӗнтерме ҫук, куҫ умӗнчен илсе пӑрахаймастӑн. Ӑна кирек ӑҫта пытарсан та хӑйӗн патне туртать. Мӗншӗн тесен эсир пӗлетӗр: вӑл килте. Ыйту: ҫак статьян тӗп сӑнарне калӑр».
Вӑйӑҫӑсем ку ыйтӑва нумай сӳтсе явнӑ. Вӗсен тӗрлӗ верси пулнӑ: календарь, телевизор, такамӑн портречӗ… Юлашкинчен вӗсем «телевизор» тенӗ. Ку – тӗрӗс мар хурав. Статьян тӗп сӑнарӗ – Рубик кубин-мӗн.