Раҫҫейре наци сасӑлавне пӗтӗмлетнӗ. Халӑх 2018 ҫулта Раҫҫейри чи паллӑ тата хитре хулана суйланӑ. Аса илтерер: раштав уйӑхӗнче сасӑлавра Шупашкар виҫҫӗмӗш вырӑнта пулнине пӗлтернӗччӗ. Унтанпа лару-тӑру улшӑннӑ-и?
Шупашкаршӑн 153,6 пин ҫын сасӑланӑ. Ҫапла майпа пирӗн хула виҫҫӗмӗш вырӑнтах юлнӑ. Пӗрремӗш вырӑнта – Владикавказ. Уншӑн 400 пин ҫын сасӑланӑ. Иккӗмӗш вырӑна тухнӑ Владивосток 175,2 пин сасӑ пухнӑ.
Шупашар хула администрацийӗн пуҫлӑхӗ Алексей Ладыков Шупашкаршӑн сасӑланӑ ҫынсене тав тунӑ. Унӑн шухӑшӗпе, кӑҫал тӗп хуламӑр туристемшӗн тата илӗртӳллӗрех пулӗ.