Спорт
![]() Ӗнер Шупашкарта шкул ҫулне ҫитмен сусӑр ачасен пӗчӗк паралимп вӑййисем иртнӗ. Ӑна республикӑн тӗп хулинчи 158-мӗш ача пахчинче савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура уҫнӑ. Ҫавӑнта 141-мӗш, 145-мӗш тата 158-мӗш ача пахчине ҫӳрекен шӑпӑрлансем пухӑннӑ. Пӗчӗк паралимп вӑййисене уҫма тӳре-шара та пырса ҫитнӗ. Вӗсен шутӗнче Раҫҫейӗн Патшалӑх Думин депутачӗ Леонид Черкесов (маларах вӑл Шупашкар хула пуҫлӑхӗ пулнӑччӗ) тата Шупашкар хула администрацийӗ вӗренӳ управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ Елена Сахарова пулнӑ. Ӑмӑртма пухӑннӑ ачасене хавхалантарма Тӗнче тата Европа чемпионки, хӑвӑрт утассипе Олимп вӑййисен кӗмӗл призерӗ ята тивӗҫнӗ Олимпиада Иванова тата спорт гимнастики енӗпе СССР спорт маҫтӑрӗ Надежда Кальметова ҫитнӗ. Пӗчӗкскерсем биатлон, ҫуна спорчӗ, кёрлинг, следж-хоккей, йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗ енӗпе тупӑшнӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |