Шупашкарти Кӑнтӑр поселокӗнчи «Южный» культура ҫуртӗнче Иван Яковлев ҫуралнӑранпа 170 ҫул ҫитнине халалласа тата Пӗтӗм тӗнчери хӗрарӑмсен кунӗ ҫывхарнӑ май «Маленькая Фея» (чӑв. Пӗчӗкҫӗ Фея) конкурс иртнӗ. Унта хулари Калинин районӗнчи ача пахчисене ҫӳрекенсем хутшӑннӑ. Ӑмӑртӑва ирттерме Шупашкар хулинчи Депутатсен пухӑвӗн депутачӗсем Олег Кортуновпа Владислав Григорьев пулӑшнӑ.
Шупашкар хулин Пӗр пӗтӗмӗшле клуб системин информаципе аналитика ӗҫӗн методисчӗ Екатерина Осипова ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, конкурсӑн тӗллевӗ — ачасен пултарулӑхне аталантарма пулӑшасси, вӗсене сцена ҫинче тытма вӗрентесси.
Фейӑсен конкурсне 5—7 ҫулсенчи 8 хӗрача хутшӑннӑ. Иван Яковлева асра тытнине палӑртса пӗчӗкскерсен «Эп тӑван чӗлхене юрататӑп! номинацире те ӑмӑртма тивнӗ. Вӗсем чӑвашла сӑвӑсем вуланӑ.
Шупашкарти 30-мӗш ача пахчине ҫӳрекен Алла Александрова пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ, 131-мӗш ача пахчинчи Софья Александрова — иккӗмӗш, 140-мӗш ача пахчинчи Жанна Булаткина — виҫҫӗмӗш.