Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -3.7 °C
Кивви ҫӗннине упрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Эрне хыпарӗсем

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 02.04.2017 14:44 | 2200 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Пуш уйӑхӗн пиллӗкмӗш, юлашки эрнинче Чӑваш халӑх сайчӗ ҫак хыпарсемпе паллаштарчӗ (вӗсене ытти чухнехи пекех чи нумай пӑхни тӑрӑх вырнаҫтарнӑ):

«Ирӗклӗх» хастарӗсем Раҫҫей Федерацийӗн вӗренӳ министрӗ патне ҫыру яни пирки пӗлтертӗмӗр;

Аксаковпа Николаев депутатсем камсемпе тӗл пулса калаҫни ҫинчен каласа патӑмӑр;

Культура минстрӗн виҫҫӗмӗш ҫумӗ пулма кама лартнине пӗлме пултартӑр;

Паян 85 ҫул тултарнӑ Владимир Агеев кӑкӑрӗ ҫине менле медаль ҫакни пирки хыпарларӑмӑр;

«Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурсра кӑҫал кама чыслани ҫинчен каласа патӑмӑр;

Чапаев палӑкӗ умне тухнӑ ҫынсене мӗншӗн тытса чарма пуҫланин вӑрттӑнлӑхне уҫрӑмӑр;

Владимир Иванов педагогика университетне ертсе пырӗ-ши тесе пуҫа ватрӑмӑр;

Нумай ачаллӑ ҫемьере 13-мӗш ача ҫут тӗнчене килни пирки хыпарларӑмӑр;

Ҫӗнӗ Шупашкартан Шупашкара ҫула тухакансен нушине транспорт министрӗ тӗрӗслени пирки пӗлме пултартӑр;

Пуҫа алебастр ӑшне чиксен мӗн пулни пирки ҫырса кӑтартрӑмӑр.

Ку эрнере ҫавӑн пекех эпир сире Вӑрнар ҫӗрӗнче ҫитӗнсе ӳснӗ ҫынпа Мурманск тӑрӑхӗнчи журнал мӗн сӑлтавпа кӑсӑкланни ҫинчен, Диана Харченко Шупашкар хулин чысне хӑш енчен хӳтӗлени пирки, 300 пин илнӗ тӳре-шара ҫинчен, пурӗ миҫе чиновник сӗтевпе ҫакланни ҫинчен тата пирӗн тӑрӑхра ҫӳлевӗҫсем нумайланни пирки хыпарларӑмӑр.

Яланхи пекех эрнене пӗтӗмлетсе унӑн ятне пӗлтеретпӗр. Пирӗн шутпа ӑна «Наци эпосӗнчи паттӑрсен аллейипе митинга тухнисен эрни» теме пулать.

#Вӑрнар районӗ, #сӗтев, #тӳре-шара, #Шупашкар, #митингсем, #депутатсем, #чӑвашлӑх, #пухусем, #культура, #Ирӗклӗх, #ҫырусем, #ачасем, #Мурманск, #эрне хыпарӗсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем