Культура
![]() Иосиф Дмитриев режиссер Ӗнер, Пӗтӗм тӗнчери театр кунӗнче, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче «Чӗнтӗрлӗ чаршав» конкурс ҫӗнтерӳҫисене чысланӑ. Йӑлана кӗнӗ республика шайӗнчи конкурсра хамӑр тӑрӑхри профессилле театрсен ӗҫне хаклаҫҫӗ. Кӑҫалхи вӑхӑтӗнче Мускаври, Ӗпхӳри, Чӗмпӗрти критиксем пӑхса хӑйсен шухӑшне пӗлтерессине эпир маларах систернӗччӗ. Конкурса тӑратнӑ ӗҫсене вӗсем пуш уйӑхӗн 21-26-мӗшӗсенче пӑхнӑ. «Ҫулталӑкри чи лайӑх спектакль (режиссура)» номинацире П. Чайковскин «Спящая красавица» балетне (ӑна Чӑваш патшалӑх оперӑпа балет театрӗн сцени ҫинче Данил Салимбаев лартнӑ) ҫӗнтернӗ. «Ачасем валли лартнӑ чи лайӑх спектакль (режиссура)» – Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн «Снежная королева» спектаклӗ (ӑна Иосиф Дмитриев лартнӑ). Чи лайӑх хӗрарӑм рольне В. Николаев пьеси тӑрӑх Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче лартнӑ «Пихампар чунӗ манра» спектакльти Сипет сӑнарне калӑпланӑ Эмилия Назарова тивӗҫнӗ. Арҫын ролӗпе Вырӑс драма театрӗнчи «Отель двух миров» спектакльти Раджапура сӑнарӗшӗн Борис Кукин палӑрнӑ. «Иккӗмӗш планри чи лайӑх сӑнара» та ҫав театрӑн артисчӗ тивӗҫнӗ. Вӑл – «Лесной дозор» спектакльти Ежика вылянӑ Владимир Кириллов. «Чи лайӑх сценографи» тесе Чӑваш пукане театрӗн «Сарпиге» спектакльне илемлетнӗ Евгения Терентьевана хакланӑ. Спектакле юрӑ-ҫемӗпе чи лайӑх илемлетнипе те ҫак спектаклех палӑрнӑ. Уншӑн Андрей Галкина чысланӑ. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |