Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.0 °C
Ҫурхи кун кӗр тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Персона: Владимир Агеев кӑкӑрӗ ҫине министр медаль ҫакнӑ

Сутатӑп Килти хуҫалӑхри сӗт, тӑпӑрчӑ, ҫу, ҫӑмарта.
Паллашу Çамрăк 21-ре Чăваш каччă — Чăн Чăваш хĕре тĕл пулса — пĕрле яланлăха пуласшăн! ...
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ, ӗҫрен хӑраман, пӗрле пурнӗҫ тӑршшӗпе утма, çемье щавăрма, ачу-пăча ...
Таисия Ташней 27.03.2017 19:41 | 1052 хут пӑхнӑ
Персона

Чӑваш Ен Элтеперӗн Михаил Игнатьевӑн пуш уйӑхӗн 16-мӗшӗнчи хушӑвӗпе Владимир Агеев художника «Чӑваш Республики умӗнчи тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» орден медалӗпе наградӑлама йышӑннине эпир пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер, хушура ҫырнӑ тӑрӑх, чыса ӳнерҫӗ «Чӑваш Республикин ырлӑхӗшӗн нумай ҫул таса чунпа ӗҫленӗшӗн» тивӗҫнӗ.

Пуш уйӑхӗн 24-мӗшӗнче Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче художникӑн 85 ҫулхине халалласа курав уҫӑлнӑ. Чӑваш халӑх ӳнерҫине ҫавӑн чухне республикӑн культура министрӗ Константин Яковлев саламланӑ май орден медалӗпе чысланӑ.

Аса илтерер, Владимир Агеев — график та, живописец та. 1932 ҫулхи ака уйӑхӗн 2-мӗшӗнче Елчӗк районӗнчи Аслӑ Елчӗкре ҫуралнӑ. Шупашкарти ӳнер училищинче вӗреннӗ. Владимир Агеев Чӑваш кӗнеке издательствинче, «Капкӑн» журналта чылай ҫул ӗҫленӗ. Кӗнекесене те илемлетнӗ, уйрӑм ӗҫсемпе те ларнӑ, сатирӑра та хӑйне туптанӑ.

#музейсем, #хушусем, #Аслӑ Елчӗк, #Елчӗк районӗ, #чыславсем, #ӳнер, #Элтепер, #куравсем, #ӳнер музейӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Елчӗк районӗнче ҫӗнӗ палӑксем уҫӑлнӑ
2016, 05, 09
Енӗш Нӑрвашри музейра курав уҫӑлнӑ
2016, 12, 25
Мишши Григоряна Константин Яковлев та пырса саламланӑ
2017, 01, 21
Виталий Емельяновӑн йыттисем те чӑвашла вӗреҫҫӗ
2017, 03, 11
Владимир Агеев художника орден медалӗпе чысланӑ
2017, 03, 18

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org