Ӗнер, пуш уйӑхӗн 10-мӗшӗнче, Чӑваш патшалӑх ӳнер музейӗнче «И собаки лают по-чувашски» (чӑв. Йытӑсем те чӑвашла вӗреҫҫӗ) курав уҫӑлнӑ. Сатира графикипе кӗнеке иллюстрацийӗсен куравне Виталий Емельянов (1937–1982) ҫуралнӑранпа 80 ҫул ҫитнине халалланӑ.
Кулӑшла та ҫивӗч ӳкерчӗксене курассишӗн иртнӗ ӗмӗрӗн 60–70-мӗш ҫулӗсенче пиншер ҫын «Капкӑн» журнал ҫырӑнса илнӗ тесе палӑртнӑ музей сайтӗнчи хыпарта.
Виталий Емельянов хутпа тата кӑранташпа нихӑҫан та ҫӳремен-мӗн. Унӑн вичкӗн куҫӗ хӑйех йӑлтах асра хӑварнӑ. Унӑн сатирӑлла ӳкерчӗкӗсенчи сӑнсем йӑлтах чӑвашла тенине илтме пулать. Чуна парса ӗҫлекен художника Чӑваш кӗнеке издательствинче те, «Капкӑнта» та, Ӳнер пуххинче те юратнӑ. Сатирик пулин те кӑмӑлӗ ырӑ пулнӑ-мӗн.