Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.0 °C
Пулӑ пуҫӗнчен ҫӗрет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ӳнер: Кӳкеҫре Слава Эткерӗн черетлӗ курӑвӗ уҫалчӗ

Паллашу Çамрăк 21-ре Чăваш каччă — Чăн Чăваш хĕре тĕл пулса — пĕрле яланлăха пуласшăн! ...
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ, ӗҫрен хӑраман, пӗрле пурнӗҫ тӑршшӗпе утма, çемье щавăрма, ачу-пăча ...
Сутатӑп Сумалли качака сутатӑп, Перре пӑрамланӑ
Аçтахар Плотников 03.03.2017 21:25 | 1066 хут пӑхнӑ
Ӳнер

Шупашкар районӗнчи «Бичурин тата хальхи самана» музейра паян Вячеслав Эткерӗн черетлӗ куравӗ уҫӑлчӗ. «Йывӑҫсем тата ҫынсем» ят панӑскере ӳнерҫӗ 55 ҫул тултарнӑ ятпа йӗркеленӗ.

Курава уҫнӑ ятпа тӗрлӗ тӳре-шара Слава Эткере саламларӗ, тӗрлӗ хисеп хучӗсемпе чысларӗ. Вӗсен шутӗнче культура министрӗн ҫумӗ Вячеслав Оринов та пулчӗ.

Кӳкеҫри «Бичурин тата хальхи самана» музей кашни кун 9 сехетрен пуҫласа 17 сехетчен ӗҫлет. Канмалли кунсенче — 15 сехетчен.

Вячеслав Эткер (чӑн ячӗ Андреев Вячеслав Анатольевич) Шупашкар районӗнчи Тимой ялӗнче 1962 ҫулхи пуш уйӑхӗн 3-мӗшӗнче ҫуралнӑ. 1963 ҫулта кил-йышӗ Ишлее куҫнӑ. 1989 ҫулта педагогика институчӗн ӳнерпе графика факультетӗнче аслӑ пӗлӳ илнӗ. Унӑн ӗҫӗсем ҫӗршывӑн анлӑ кӗтесӗсенче кӑна мар, тулашӗнче те упранаҫҫӗ. Вӑл ӑсталанӑ юпасене Алтай тӑрӑхӗнчен пуҫласа Кавказ тӑрӑхӗ таранах вырнаҫтарнӑ.

#куравсем, #юбилейсем, #Кӳкеҫ, #Ишлей, #Тимой, #Шупашкар районӗ, #культура, #ӳнер, #музейсем, #Бичурин тата хальхи самана

 

Сӑнсем (15)

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Айдакӑн калчисем Бичурин музейӗнче вырӑн тупнӑ
2016, 02, 06
Музейра... китай чӗлхине вӗренеҫҫӗ
2016, 03, 28
Иакинф Бичурин ҫулӗпе ҫӳренӗ
2016, 08, 23
Ишлейсене хайсен машини сыхлать
2016, 09, 13
Енӗш Нӑрвашри музейра курав уҫӑлнӑ
2016, 12, 25

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org