Раҫҫей Правительстви Чӑваш Ен валли 1,3 миллиард тенкӗ уйӑрӗ. Ку укҫа-тенкӗпе ҫӗнӗ ача пахчисем хута ярӗҫ. Хальлӗхе чи пӗчӗк шӑпӑрлансене ача пахчине вырнаҫтарма йывӑр, мӗншӗн тесен вырӑн ҫителӗксӗр. Федераци хыснинчен уйӑрнӑ «кӗмӗлпе» ҫак ыйтӑва татса пама палӑртнӑ.
2018-2019 ҫулсенче пирӗн республикӑна ку тӗллевпе пӗтӗмпе 1 336 104,6 пин тенкӗ килӗ. Ҫитес икӗ ҫулта ача пахчисенче 2 уйӑхран пуҫласа 3 ҫулти шӑпӑрлансем валли 2,5 пин вырӑн тума палӑртнӑ.
Ача пахчисене ӑҫта тӑвасси хальлӗхе паллӑ мар. Чи малтан, ахӑртнех, Шупашкарта хута ярӗҫ. Ҫӗнӗ Шупашкарта, Канашра тата Комсомольски районӗсенче те ача пахчисем ҫӗкленме пултарӗҫ.