Шӑрӑх ҫанталӑк тӑрать, ҫынсем шыва кӗме ҫӳреҫҫӗ. Анчах шыв хӗрринче асӑрханулӑх пирки мансан инкек пуласси те инҫех мар.
Паян, ҫӗртме уйӑхӗн 11-мӗшӗнче, Улатӑр хулинчи пляжра инкек пулнӑ. Паян хӗвел хӗртет, ҫынсем пляжа шыва кӗме пухӑннӑ. 19 сехетре пӗр арҫын шыва чӑмнӑ та тек курӑнман.
Вырӑна ҫӑлавҫӑсем ҫитнӗ. Тухтӑрсем те килнӗ. Халӑх корреспонденчӗ «Про Город» хаҫата каласа кӑтартнӑ тӑрӑх, хальлӗхе путма пултарнӑ арҫынна тупайман.
Аса илтерер: нумаях пулмасть сайтра ют ҫӗршыв студенчӗ путни пирки тата 12-ри, 13 ҫулти хӗрачасем чутах шыв айне кайманни ҫинчен хыпарланӑччӗ.