Паян 13 сехет те 5 минутра Ҫӗнӗ Шупашкарти Ҫамрӑксен тӑкӑрлӑкӗнчи 7-мӗш ҫуртра хваттер ҫунма пуҫланӑ. Ҫулӑм балкон ҫине хӑвӑртах куҫнӑ. Ҫакна курнӑ кӳршисем пушарнӑйсене чӗннӗ.
Пушарнӑйсем тата техника вырӑна 10 минутранах ҫитнӗ. Ҫак самантра хваттер хуҫи килте пулман, унта 50 ҫулсенчи хӗрарӑм йыттипе пурӑнать. Чӗрчун вара килтех юлнӑ. Ҫалавҫӑсем ҫунакан хваттере кӗрсе йытта урама илсе тухнӑ. Ҫакна курнӑ ҫынсем каланӑ тӑрӑх, вӑл чӗрех пулнӑ, анчах ури ҫине тӑрайман. Пушарнӑйсем ӑна шыв ӗҫтерсен тин хӑйне лайӑхрах туйнӑ.
Балкон вӑйлах ҫуннӑ. Ҫулерех пурӑнакан кӳршисен шалти стенисем, балконӗ сиенленнӗ. Халӗ ҫулӑм ӑҫтан тухнине тӗпчеҫҫӗ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, вӑл проводкӑран тухнӑ. Кӳршисен шухӑшӗпе, кил хуҫи телевизора сӳнтермесӗр хӑварнӑ.