Шупашкарта час-часах лайах мар шӑршӑ кӗме пуҫлани ҫынсене ӗнсене кӑчӑрт-кӑчӑрт хыҫтарать ахӑртнех. Ӑҫтан килет ку ырӑ мар шӑршӑ?
Ҫак кунсенче тӗп хулара каллех лайӑх мар шӑршӑ сарӑлнӑ. Уйрӑмах ҫӗнӗ кӑнтӑр районӗнче пурӑнакансем ҫакна туйнӑ. «Ҫыхӑнура» форумра ҫынсем ҫырнӑ тӑрӑх, вӑл «Ҫӗнӗ хула» микрорайона та ҫитнӗ.
Роспотребнадзорӑн Чӑваш Енри управленийӗ каллех тӗрӗслев ирттерет, шӑршӑ ӑҫтан тухнине тӗпчет. Ведомство «Юрма» агрохолдингра плана кӗртмен тӗрӗслев ирттерет. Ҫу уйӑхӗн 28-мӗшӗнчен пуҫласа сывлӑша тӗрӗслеҫҫӗ. Кӑтартусем ҫӗртме уйӑхӗн 25-мӗшӗ тӗлне паллӑ пулӗҫ.
«Ҫыхӑнура» форумра ырӑ мар шӑршӑ кӗни пирки ҫынсем кӑмӑлсӑрланса ҫырнӑ. Чылайӑшӗн шухӑшӗпе, ҫанталӑк ӑшӑтнӑ май лару-тӑру тата япӑхланӗ, шӑршӑ сӑмсана ҫурӗ.