Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -13.7 °C
Кӑмӑла кура кӑмӑл.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем: форум

Экономика

Раҫҫейри регионсем хушшинче инвестици климачӗн кӑтартӑвӗпе Наци рейтингӗнче Чӑваш Ен малта пыракан вунӑ субъект йышне кӗнине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ. Рейтинг кӑтартӑвӗпе ҫу уйӑхӗн 25-мӗшӗнче Пӗтӗм тӗнчери экономика форумӗнче паллаштарнӑ.

Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев рейтинг пӗтӗмлетӗвӗсем пирки ҫапла каланӑ: «Эпир тӑваттӑмӗш ҫул ӗнтӗ Наци рейтингӗнче инвестици илӗртӳлӗхӗн ӗҫ кӑтартӑвӗпе чи ӑнӑҫлӑ ӗҫлесе пыракан РФ вунӑ регион хушшинче тӑратпӑр. Усламҫӑсемпе влаҫ килӗштерсе ӗҫлени паллӑ. Регионта ӗҫ климачӗ лайӑх пулнине кура предпринимательсем пирӗн тӑрӑха инвестици хывма килӗшеҫҫӗ, условисем лайӑх тесе вӗсем ҫирӗплетеҫҫӗ. Пур пӗрех хальлӗхе ӗҫлемелли те сахал мар-ха. Предприятисемпе организацисем уҫас текенсем йышлӑ мар-ха. Кун пирки те уҫҫӑмлӑнах каламалла, чӑн япала. Эпир Наци рейтингӗнче мала тухатпӑр-ха, анчах та пире ытларах та ытларах инвестици хывакансем кирлӗ. Эпир вӗсене хапӑл тусах кӗтетпӗр. Производствӑсем уҫмалла, халӑх валли пысӑк укҫаллӑ ӗҫ вырӑнӗсем хатӗрлемелле», — тенӗ.

 

Экономика
Форум самантӗнчи ӗҫлӗ апатлану
Форум самантӗнчи ӗҫлӗ апатлану

Ҫу уйӑхӗн 24–26-мӗш кунӗсенче Питӗр хулинче халӑхсем хушшинчи экономика форумӗ иртнине, унта Чӑваш Енӗн делегацийӗ те хутшӑнассине Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ-ха. Республика Элтеперӗ Михаил Игнатьев ертсе пыракан ӗҫлӗ йышра, аса илтерер, — Министрсен Кабинечӗн Ертӳҫин ҫумӗ – экономика министрӗ Владимир Аврелькин, усламҫӑсемпе «Эсӗ – предприниматель» федераци программине кӗнӗ ҫамрӑк предпрнимательсем.

Питӗрти экономика форумне хутшӑнма пӗр ҫынна 380 пин тенке ларать иккен. Унсӑр пуҫне самолетпа вӗҫнишӗн, хӑна ҫуртӗнче пурӑннишӗн, ресторанта апатланнишӗн тӳлемелле-мӗн. Ҫакна форума хутшӑнакан тӗнче тетелӗнчи «Правда ПФО» хаҫат журналисчӗ Андрей Иванов ҫырса пӗлтернӗ.

 

Культура
Елена Рябцева (сылтӑмри). «Время кино» кинофорум пресс-службин сӑн ӳкерчӗкӗ
Елена Рябцева (сылтӑмри). «Время кино» кинофорум пресс-службин сӑн ӳкерчӗкӗ

Пуш уйӑхӗн 28-31-мӗшӗсенче Хусанта «Время кино» (Чӑв. Кино вӑхӑчӗ) кинофорум пырать. Унӑн пӗрремӗш кунӗнчи «КиноProfi» секци вӑхӑтӗнче пӗлтӗр ҫулла Муркаш районӗнче Елена Рябцева режиссер ӳкернӗ «Юман» фильмпа хупӑ кӑтартура паллаштарнӑ.

Елена ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, каярах кинолентӑпа Мускавра (Шупашкарта ҫуралнӑ режиссер тата сценарист, сӑмах май, ҫӗршывӑн тӗп хулинче ӗҫлесе пурӑнать) тата Шупашкарта кӑтартӗҫ.

Драма жанрӗллӗ кинолента валли кӗвве Чӑваш Республикин халӑх поэчӗн Геннадий Айхин ывӑлӗ Алексей Айхи хайланӑ. «Кӗвве студире ҫыртарнӑ ӗнтӗ», — пӗлтерчӗ пире Елена.

Аса илтерер, кинофильмра Геннадий Айхин хӗрӗ Вероника ӳкерӗннӗччӗ. Унта вӑл «Ӑҫта каян, чӗкеҫ» юрра Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артисчӗпе, чӑваш халӑх артисткипе Нина Яковлевӑпа юрлать.

 

Экономика

Ӗнерпе паян Сочи хулинче Раҫҫейӗн инвестици форумӗ иртет. Унта Бахрейн патшалӑхӗн пирӗн ҫӗршыври чрезвычайлӑ тата тулли праваллӑ элчи Ахмед Аль-Саати Чӑваш Енпе килӗштерсе ӗҫлес шухӑшлине пӗлтернӗ. Кун пирки Чӑваш Енӗн Элтеперӗн Администрацийӗн пресс-служби паян хыпарланӑ.

«Чӑваш Ен ӳсӗмӗ тата инвестици тӑрӑмӗ пирки нумай илтнӗ. Сирӗнпе килӗштерсе ӗҫлесшӗн», – тенӗ иккен араб ҫынни Михаил Игнатьев Элтеперпе тата ЧР экономика аталанӑвӗн министрӗпе Владимир Аврелькинпа Сочири форумра тӗл пулсан.

Ахмед Аль-Саати Чӑваш Ене килсе курас ӗмӗтлине те пӗлтернӗ.

Бахрейн патшалӑхне Ҫывӑх Хӗвелтухӑҫӑн ахахӗ тесе калаҫҫӗ. Утрав ҫӗршывӗ шутланаканскере 33 утрав кӗрет. Бахрейн патшалӑхӗ — араб ҫӗршывӗсенчен чи пӗчӗкки.

 

Культура

Паян Санкт-Пеьербургри Эрмитажӑн Тӗп штабӗн ҫуртӗнче асӑннӑ хулара енчери VI культура форумӗ уҫӑлнӑ. Савӑнӑҫлӑ мероприятие Раҫҫей Правительствин Пуҫлӑхӗн ҫумӗ Ольга Голодец, РФ культура министрӗ Владимир Мединский, Питӗр хулин кӗпӗрнаттӑрӗ Георгий Полтавченко тата ытти тӳре-шара хутшӑннӑ.

Питӗрти 34 пин ҫынлӑ форума Чӑваш Енӗн Культура, национальноҫсен ӗҫӗсен тата архив ӗҫӗн министрӗ Константин Яковлев ертсе пыракан делегаци тухса кайнӑ.

Кӑҫалхи форума 79 ҫӗршыври делегаци хутшӑнни паллӑ. Ольга Голодец мероприятие уҫнӑ чух калашле, унта ӗҫлӗ ҫыхӑнусем йӗркеленеҫҫӗ, ҫӗнӗ проектсем ҫуралаҫҫӗ.

Форум виҫӗ куна тӑсӑлӗ, чӳк уйӑхӗн 18-мӗшӗнче вӗҫленӗ. Унта Питӗрти мӗнпур культура учрежденийӗ хутшӑнать.

 

Ӳнер

Чӳк уйӑхӗн 20-21-мӗшӗсенче республикӑн тӗп хулинче сайра тата хӑй тӗллӗн пурӑнакан этнос ушкӑнӗсен форумӗ иртет. Унта хутшӑнакансем авалхи музыка инструменчӗсемпе калӗҫ.

Форума Екатреинбургри, Мускаври, Питӗрти, Пушкӑртстан Республикинчи, Чӑваш Республикинчи, Молдави Республикинчи пултарулӑх ҫыннисем пухӑнӗҫ.

Тӗрлӗ музыка жанрне калакан ушкӑнсемпе уйрӑм ҫынсем Шупашкарта пурӑнакансемпе тӗп хула хӑнисене хӑйсен пултарулӑхне виҫӗ вырӑнта паллаштарӗҫ: "Асамат" куравпа культура центрӗнче, Чӑваш патшалӑх кульутрӑпа ӳнер институтӗнче тата Трактор историйӗн ӑслӑлӑхпа техника музейӗнче.

Артистсем дудельзак, раушпфайф, бомбарда, зурна, иккӗлле флейта, фрестел, цитоль, эрменсен дудукӗ, ирланди ҫыннисен арфипе, вырӑссен кӗслипе тата ытти инструментпа каласа тӗлӗнтерӗҫ.

Форум май ӑсталӑх сехечӗсем, пресс-конференци, ҫавра сӗтел ирттерме палӑртнӑ.

Халӑх пултарулӑхне тата хальхи ӳнере пӗрлештерекен ӳнер ҫынсене халӑх инструменчӗсен малашлӑхӗ пуррине ҫирӗплетсе парасса шанаҫҫӗ.

Мероприятие кӑмӑл пуррисене пурне те тӳлевсӗр кӗртеҫҫӗ.

 

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (18.01.2026 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 771 - 773 мм, -15 - -17 градус сивӗ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ахӑртнех, улшӑнусем кирлӗ пулнине ӑнланмалли самант ҫитӗ. Ӗҫри тата килти ӗҫсене шайлаштарма тивӗ. Тен, эсир ӗҫ сирӗн вӑхӑта тата вӑя нумай илнине, ҫывах ҫынсене вара тимлӗх сахал уйӑрнине ӑнланатӑр. Приоритетсене тӗрӗс пайламалла. Ан манӑр: ҫывӑх ҫынсемпе тӑвансем пулӑшмасӑр карьерӑра ӳсме йывӑр.

Кӑрлач, 18

1864
162
Евсевьев Макар Евсевьевич, ҫыравҫӑ, этнограф, мордва чӗлхин ҫыруллӑхне никӗслекенни ҫуралнӑ.
1894
132
Данилов-Чалдун Максим Николаевич, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1896
130
Абрамов Иван Кузьмич, РСФСР тава тивӗҫлӗ тухтӑрӗ ҫуралнӑ.
1900
126
Василий Краснов-Асли, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1919
107
Антонов Иван Захарович, чӑваш ҫыравҫи, журналисчӗ ҫуралнӑ.
1921
105
Чаппан вӑрҫи пуҫланнӑ.
1937
89
Ленский Леонид Александрович, тава тивӗҫлӗ ӑслӑлӑх ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
1942
84
Михлеев Дмитрий Никонорович, чӑваш кинорежиссёрӗ, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1948
78
Ярды Валерий Николаевич, чӑваш спортсменӗ, тӗнче чемпионӗ ҫуралнӑ.
1961
65
Галкин Андрей Петрович, чӑваш кӗвӗҫи ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй