Пуш уйӑхӗн 28-31-мӗшӗсенче Хусанта «Время кино» (Чӑв. Кино вӑхӑчӗ) кинофорум пырать. Унӑн пӗрремӗш кунӗнчи «КиноProfi» секци вӑхӑтӗнче пӗлтӗр ҫулла Муркаш районӗнче Елена Рябцева режиссер ӳкернӗ «Юман» фильмпа хупӑ кӑтартура паллаштарнӑ.
Елена ҫак йӗркесен авторне пӗлтернӗ тӑрӑх, каярах кинолентӑпа Мускавра (Шупашкарта ҫуралнӑ режиссер тата сценарист, сӑмах май, ҫӗршывӑн тӗп хулинче ӗҫлесе пурӑнать) тата Шупашкарта кӑтартӗҫ.
Драма жанрӗллӗ кинолента валли кӗвве Чӑваш Республикин халӑх поэчӗн Геннадий Айхин ывӑлӗ Алексей Айхи хайланӑ. «Кӗвве студире ҫыртарнӑ ӗнтӗ», — пӗлтерчӗ пире Елена.
Аса илтерер, кинофильмра Геннадий Айхин хӗрӗ Вероника ӳкерӗннӗччӗ. Унта вӑл «Ӑҫта каян, чӗкеҫ» юрра Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артисчӗпе, чӑваш халӑх артисткипе Нина Яковлевӑпа юрлать.