Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +22.0 °C
Пиҫнӗ-пиҫмен иккӗ тӑрантарать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Культура: «Ылтӑн маскӑллӑ» Вера Кузьминана вокзалта чечекпе кӗтсе илнӗ

Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ илемлӗ ялти пурнӑҫа килӗштерекен хӗр-хӗрарӑмпа паллашса Ҫемье ҫавӑра...
Сутатӑп Тĕртнĕ(пусма) маска , 100 тенкĕпе сутатăп
Таисия Ташней 29.03.2018 18:07 | 659 хут пӑхнӑ
Культура
Сергей Журавлев сӑн ӳкерчӗкӗ
Сергей Журавлев сӑн ӳкерчӗкӗ

Паян ирпе Шупашкарти чукун ҫул вокзалӗнче чӑн-чӑн ҫӑлтӑра, чӑваш сценин тӗлӗнмелле пысӑк шайри ӑстине, халӑх тивӗҫлипех юратакан артиста, СССР халӑх артисткине, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче ӗҫлекен Вера Кузьминана чечекпе кӗтсе илнӗ. Йышра театрӑн пуслӑхӗн тивӗҫне пурнӑҫлакан Юрий Владимиров, Чӑваш Енри Театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Геннадий Медведев, Наталия Сергеева режиссер тата унӑн ҫумӗ Галина Скворцова пулнӑ.

Аса илтерер, «Ылтӑн маска» преми лауреачӗсен ячӗсене иртнӗ ҫулхи раштав уйӑхӗн 19-мӗшӗнче пӗлтернӗччӗ. Ӑна «Театр ӳнерне аталантарас тӗлӗшпе тунӑ ҫитӗнӳсемшӗн» номинацире палӑртнӑччӗ.

Вера Кузьминана, премие тивӗҫнӗ тата тепӗр 11 театр ӑстине Мускаври Пысӑк театрӑн Шурӑ фойинче чысланӑ.

Мускава пирӗн мухтавлӑ ентешӗмӗр ывӑлӗпе Атнер Петровичпа, кинӗпе Гажидма Дамбаевнӑпа тата мӑнукӗпе Петрпа кайнӑ.

#культура, #ӳнер, #чыслав, #Мускав, #Шупашкар, #театрсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Надежда Павлова балет ӑсти «Наедине со всеми» кӑларӑмра чунне уҫнӑ
2017, 03, 26
Йӗпреҫ художникӗ театрта ӗҫлекенсене ылмаштармӗ
2017, 08, 26
Марина Карягинӑн документлӑ фильмне акӑлчанла куҫарнӑ
2017, 09, 03
Анатолий Дуняк ҫуралнӑранпа паян — 100 ҫул
2017, 10, 15
Шупашкарти театр канашлӑвне якутсем те килӗҫ
2017, 10, 18

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org