Культура
![]() Елена Рябцева тата Вероника Айги. Елена Рябцева архивӗнчи сӑн ӳкерчӗк Пӗлтӗрхи ҫу уйӑхӗн 10–15-мӗшӗсенче Муркаш районӗнче «Юман» илемлӗ фильм ӳкерме палӑртнине эпир пӗлтернӗччӗ. Халӗ ӑна сасӑ, тӗс, кӗвӗ енӗпе якатса ҫитермелли юлнӑ. Фильм режиссерӗ тата сценарисчӗсенчен пӗри Елена Рябцева унпа тӗрлӗ кинофестивале хутшӑнасшӑн. Еленӑпа эпир Фейсбукра ҫыхӑнтӑмӑр, фильм пирки каласа кӑтартма ыйтрӑмӑр. Шупашкарта ҫуралса ӳснӗ, халӗ Мускавра ӗҫлесе пурӑнакан ӑстан киноӳнерти пултарулӑхӗпе пирӗн тӑрӑхрисем Пӗтӗм чӑвашсен «Асам» II кинофестивалӗнче паллашрӗҫ. «Юман» сценарине вӑл Мускаври ҫӗнӗ кино шкулӗнчен вӗренсе тухнӑ Рикке Бринпа ҫырнӑ. Фильмра Раҫҫей тава тивӗҫлӗ артисчӗ, чӑваш халӑх артистки Нина Яковлева, Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗн тӗп режиссерӗ Иосиф Дмитриев-Трер, Геннадий Айхи ҫыравҫӑн хӗрӗ Вероника тата ыттисем ӳкерӗннӗ. Вероника «Ӑҫта каян, чӗкеҫ» юрра Нина Яковлевӑпа юрлать. Чӑвашла пӗлмен хӗре чӑваш сассисене кӑларма Мускавра пурӑнакан хреснашшӗ вӗрентнӗ. Вероника Мускаври театрсенчен пӗринче актерта ӗҫлет. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментари:Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |