Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -10.0 °C
Тӑлӑх йывӑҫа тӑвӑл хуҫать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хулара: Троллейбуса пӑшалтан пенӗ каччӑ судра явап тытӗ

Паллашу Ырӑ чунлӑ, ӗҫчен, ырӑ кӑмӑллӑ ял пурнӑҫне килӗштерекен хӗр упраҫпа Туран трекӗ ...
Паллашу Ҫемье ҫавӑрас тӗллевпе арҫынпа паллашатӑп ( ӗҫчен, начар привычкӑсӑр, пӗчӗк мар...
Ӗҫ Интернет лавккана аталантарас енӗпе партнет шыратӑп. Паллашу Zoom урлӑ.
Софья Савнеш 28.05.2018 14:09 | 696 хут пӑхнӑ
Хулара

Пуш уйӑхӗн 8-мӗшӗнче Ҫӗнӗ Шупашкарта студент троллейбуса пневматика пӑшалӗнчен пени пирки сайтра хыпарланӑччӗ. Ҫав ҫамрӑка хура ӗҫӗшӗн судра явап тыттарӗҫ. Пуҫиле ӗҫе суда пӑхса тухма янӑ.

Аса илтерер: студент 54-мӗш маршрутпа ҫӳрекен троллейбусран «Атӑл» кинотеатр» чарӑнура тухнӑ, транспорт тапрансан вӑл ӑна пенӗ. Троллейбусӑн хыҫалти чӳречи ҫурӑлнӑ. 16 ҫулти студент вара тарса ҫухалнӑ. Анчах ӑна ҫав каҫах тытса чарнӑ, пӑшала туртса илнӗ.

Пӑшал ашшӗ-амӑшӗн пулнӑ-мӗн. Аслисем транспорт предприятине тӑкака саплаштарнӑ, троллейбус кӗҫех маршрута тухнӑ.

Аса илтерер: пӗлтӗрхи юпа уйӑхӗн 7-мӗшӗнче Шупашкарта та кунашкал пӑтӑрмах пулнӑ. Патӑрьел районӗн каччи, 21 ҫултискер, «Вырӑс драма театрӗ» чарӑнура 19-мӗш троллейбусӑн чӳречине пӑшалтан пенӗ. Ӑна куншӑн колони-поселение ҫур ҫуллӑха янӑ.

#Шупашкар, #Ҫӗнӗ Шупашкар, #судсем, #троллейбуссем, #прокуратура

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Экс-министртан 121 миллион тенкӗ шыраса илӗҫ
2018, 03, 27
Бензин-музут юхтаракансен ҫӗре хӑйсенех тасатмалла
2018, 03, 30
Шупашкар мӑйракасӑр пилӗк троллейбус туянасшӑн
2018, 04, 17
«Ҫӗнӗ Шупашкар» карап ҫинчен топливо вӑрлама тӑнӑшӑн явап тытнӑ
2018, 05, 04
Модӑсен ҫуртӗнчи кафепе каҫхи клуба хупӗҫ
2018, 05, 23

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org