Ҫутҫанталӑк
![]() Onf.ru сӑн ӳкерчӗкӗ Шупашкарта мазут, бензин юхтаракансене тупса палӑртнӑ. Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-службинче пӗлтернӗ тӑрӑх, тӗрӗслеве хулари Калинин район прокуратури ирттернӗ. Пакунлисем Якимов ҫырмине шывпа пӗрле нефть продукчӗсем юхнине асӑрханӑ. Нефть тата газ продукчӗсем сутакан предприяти ҫавӑн пек ӗҫленӗ иккен. Тӑпрана бензинпа тата мазутпа сиенлетнисен халӗ кӑлтӑка пӗтермелле. Капла тума прокуратура суд урлах хистенӗ. Надзор органӗн тавӑҫне Ленин район судӗнче пӑхса тухса суту-илӳ предприятине ҫеҫ мар, Шупашкар хула администрацине те тасамарлӑха пӗтерттермелле хушу кӑларнӑ. Чӑваш Енӗн прокуратурин пресс-службинче каланӑ тӑрӑх, Ленин район сучӗн йышӑнӑвӗ хальлӗхе саккунлӑ вӑя кӗреймен-ха. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |