Шупашкарти аэропорта мухтавлӑ ентешӗмӗрӗн Андриян Николаевӑн ятне пама пултарасси пирки «Про Город» (чӑв. «Хула пирки») кӑларӑм хыпарлать.
ТАСС пӗлтернӗ тӑрӑх, республика влаҫӗ Чӑваш Енӗн тӗп хулинчи халӑхсен хушшинчи статуслӑ аэропорта виҫҫӗмӗш летчик космонавтӑн, Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Шуршӑл ялӗнчен тухса чӑваш халӑхӗ ҫинчен пӗтӗм тӗнчене пӗлтернӗ ентешӗмӗр ячӗпе 2020 ҫулта хисеплесшӗн. Кун пирки Чӑваш Ен Элтеперӗ ТАСС корреспондентне каланӑ.
Палӑртса хӑварни вырӑнлӑ пулмалла, Чӑваш Ен ертӳлӗхӗ аэропорта Андриян Григорьевич ятне пама ыйтса Росреестра унччен те ҫырупа тухнӑ, анчах ведомство хирӗҫленӗ. «Ку ыйтӑва куҫран вӗҫертмӗпӗр, пуҫланӑ ӗҫе вӗҫне ҫитерӗпӗр. Халӗ тивӗҫлӗ хутсем хатӗрлетпӗр», — ӑнлантарнӑ регион пуҫлӑхӗ.