Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Вӗренни мулран хаклӑ теҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Раҫҫейре: Чӑваш Енри Эрбина Никитина ячӗ Раҫҫейре палӑрнӑ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Таисия Ташней 27.05.2018 20:37 | 2807 хут пӑхнӑ
Раҫҫейре
Эрбина Никитина
Эрбина Никитина

Потребкооперацин вӗренӳ организацийӗсен ассоциацийӗ «Есть что сказать» (чӑв. Каламалли пурах) информаци материалӗсен, сюжетсен тата цифра пуҫарӑвӗсен конкурсне ирттернӗ.

Пултарулӑх ӑмӑртӑвне потребкооперацин вӗренӳ заведенийӗсенче ӑс пухакан студентсем тата ҫамрӑк преподавательсем хутшӑннӑ. Конкурса массӑллӑ информаци хатӗрӗсенче, интернет-кӑларӑмӗсенче, «Российская кооперация» хаҫатра тата вӗренӳ заведенийӗсен сайчӗсенче пичетленнӗ материалсене йышӑннӑ.

«Крутой текст» (чӑв. Чӑнкӑ текст) номинацире Шупашкарти коопераци институчӗн редакципе издательство пайӗн тӗп редакторӗ Эрбина Никитина тата студентсен ушкӑнӗ «Делая человека вполне человеком» (чӑв. Ҫынна ҫын пек туса) ӗҫпе пӗрремӗш вырӑн йышӑннӑ.

«Видеосюжет» номинацире Шупашкарти коопераци техникумӗн колледжӗнче виҫҫӗмӗш курсра вӗренекен Анит Гамбарян сюжечӗ иккӗмӗш вырӑн йышӑннӑ.

#МИХсем, #конкурссем, #Шупашкар, #вӗренӳ, #аслӑ шкулсем, #техникумсем, #колледжсем, #ҫамрӑксем

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: http://rus.coop/ru/articles/299
 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 8822.9.3411
2018.05.28 02:02
Agabazar
Кунта пире вырăсларан чăвашла куçарма вĕрентеççĕ-и? Е тем амак?
Agabazar // 8822.9.3411
2018.05.28 02:04
Agabazar
Мĕншĕн тÿрех чăвашла каламалла мар?
Šyravşă35 // 4182.68.4835
2018.05.28 09:09
Мĕншĕн тесен "Ҫынна ҫын пек туса" тени "Делая человека вполне человеком"-па ниепле те танлашмасть. Мероприятисем чăвашла иртменнине кура фактсене тĕрĕслеме е тĕплĕнрех пĕлме тăрсан чăвашла "Чăнкă текст" пек нонсенса пăхса кайсан: Чанка — социальная группа в Дагестане кăна тухать. Пĕтĕм нюанса фильтрласа чăвашлатса куçарсан хăвăра çарататăр кăна
ЛЕШКАС ÇЫННИ // 1869.25.6457
2018.06.15 01:36
Вырăсла "крутой" тени чăвашла "чăнкă" пулмасть, тăвансемĕр! Чăн чăвашла вăл сăмаха "шĕвĕр" тесе куçармалла. Чăнкă текст. Кулса вилмелле. Сăмахсен пĕлтерĕшĕсене пач та шута илмесĕр пуплешетĕр. Чан чăваш эп тетер пулĕ-ха хăвар çинчен. Çиелтен шăйăрса илсе перкелешиччен кăшт шаларах кĕрсе пăхасчĕ чĕлхен ăшне.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем