Пӗлтерӳ
![]() Анатолий Никитин хӑйӗн мӑшӑрӗпе Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ ӳнер ӗҫченӗ Анатолий Никитин кӗҫех 70 ҫул урлӑ каҫӗ. Ҫак куна халалласа Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗн керменӗнче «Юррӑма парнелеп халӑха...» юбилейлӑ концерт иртӗ! Унта «Янташ» шоу-ушкӑн та хутшӑнӗ. Курма килекенсене ҫӗнӗ программа кӗтет — ҫӗнӗ юрӑсем, ҫӗнӗ ташӑсемпе ытти номерсем. Пуҫламӑшӗ 18:30. Аса илтеретпӗр, Анатолий Никитин 1948 ҫулта ҫӗртмен 13-мӗшӗнче Вӑрнар районне кӗрекен Хирпуҫ ялӗнче ҫуралнӑ. Ыйтса пӗлмелли тел.: 45-00-34 (Ҫамрӑксен театрӗ, касса), 8-903-359-40-92. Билетсене Ҫеҫпӗл ячӗллӗ ҫамрӑксен театрӗнче, «Детский мир» суту-илӳ центрӗнче, тата уйрӑм ҫынсенчен туянма пулать. Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
| ||||||||||
Ҫавӑн пекех пӑхӑр
| ||||||||||
Комментариле |
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org ![]() |