Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.8 °C
Ҫӑла ан сур, шывне хӑвах ӗҫӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Республикӑра: Чӑваш Енре ҫуралнӑ паттӑрсене укҫан хавхалантарӗҫ

Паллашу Ырӑ кӑмӑллӑ, ӗҫрен хӑраман, пӗрле пурнӗҫ тӑршшӗпе утма, çемье щавăрма, ачу-пăча ...
Сутатӑп Сумалли качака сутатӑп, Перре пӑрамланӑ
Сутатӑп Йывăçран тунă çурт сутатăп. Столовăпа котельня - кирпӗчрен. Крыша - ҫӗнӗ. Етӗрне...
Таисия Ташней 25.04.2019 19:19 | 254 хут пӑхнӑ
Республикӑра

Чӑваш Енре ҫуралнӑ, Раҫҫей Геройӗ ята тивӗҫнӗ ҫынсене укҫан хавхалантарма йышӑннӑ. Ӗҫлӗ хута республика Элтеперӗ Михаил Игнатьева паян, ака уйӑхӗн 25-мӗшӗнче, алӑ пуснӑ. Хушу официаллӑ майпа пичетленнӗ хыҫҫӑн вунӑ кунтан вӑя кӗрессине каланӑ. Ӑна, сӑмах май, Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче паянах пичетленӗ.

Хушура кӗскен калани тӑрӑх хакласан, ҫулсерен пама палӑртнӑ тӳлев Раҫҫей Федерацийӗн Геройӗсене социаллӑ пулӑшу кӳрессине ӳстерессипе ҫыхӑннӑ. Хушӑва Аслӑ ҫӗнтерӳ кунӗ ҫывхарса ҫитнине те халалланӑ.

Ҫапла вара Чӑваш Енре ҫуралнӑ, Раҫҫей Геройӗ ята тивӗҫнӗ ҫынсене кашнине 120-шер пин тенкӗ пама йышӑннӑ. Укҫа-тенке уйӑрассишӗн республикӑн Министрсен Кабинечӗ яваплӑ тесе палӑртнӑ.

#Элтепер, #хушусем, #укҫа-тенкӗ, #уявсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Шупашкарта ӳнер академийӗ уҫӑлнӑ
2018, 08, 18
Халӑхшӑн яваплисене Элтепер преми парать
2018, 11, 25
Шырав отрячӗсене кӑҫал та укҫан пулӑшӗҫ
2019, 01, 15
Республика 100 ҫул тултарнине халалласа медаль ҫирӗплетнӗ
2019, 03, 27
Фронтовиксене тӳлевсӗр калаҫтарӗҫ
2019, 04, 25

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ

Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.


Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

 
Сайт пирки | Пулӑшу | Статистика
(c) 2005-2018 Chuvash.Org
Сайтри материалсене (ытти ҫӑлкуҫсенчен илнисемсӗр пуҫне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килӗшӳллӗн усӑ курма пулать. Сайтпа ҫыхӑннӑ ыйтусене кунта ярӑр: site(a)chuvash.org