Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Вӗренни йӑтса ҫӳрес ҫӗклем мар.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсем

Вӗренӳ

Кӑҫал пӗтӗм вырӑссен диктанчӗ ака уйӑхӗн 14-мӗшӗнче иртӗ. Акцие хутшӑнакансене пӗчӗк парне кӗтет: пурне те пӗр пек ручка валеҫсе парӗҫ. Эппин, кӑҫал диктанта пурте пӗрешкел ручкӑпа ҫырӗҫ.

Ҫак кунсенче Чӑваш Ене унашкал 1350 ручка илсе килнӗ. Вӗсене Шупашкарти тата Канашри акци координаторӗсене панӑ.

Пӗтӗмпе Раҫҫейре ҫакнашкал 225 пин ручка туса кӑларнӑ. Вӗсене Раҫҫей почти ҫӗршыври 424 ял-хулана валеҫнӗ. Вӗсене машинӑпа, самолетпа, пуйӑспа, паромпа илсе ҫитернӗ.

Палӑртмалла: ку акцие Чӑваш Ен ҫулсеренех хутшӑнать.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/48922
 

Хулара

Шупашкарти икӗ ача пахчине пӗрлештернӗ. Реорганизаци 137-мӗш тата 6-мӗш ача пахчисене пырса тивнӗ. Кун пирки Шупашкар хула администрацийӗн вӗренӳ управленийӗнче пӗлтереҫҫӗ.

Вӗренӳ управленийӗ ҫакӑ вӗренӳ пахалӑхне лайӑх витӗм кӳнине пӗлтерет. Чылайӑшӗ, ахӑртнех, унти хӑш-пӗр специалист ӗҫсӗр тӑрса юлӗ тесе шухӑшлӗ. Ҫук, кулянма кирлӗ мар. Икӗ ача пахчинчи штата та упраса хӑварӗҫ.

137-мӗш ача пахчинче ку япӑх куракан шӑпӑрлансем валли ушкӑн пур. Ӑна та пӗтермӗҫ, вӑл малашне те ӗҫлӗ. Икӗ учреждение пӗрлештернӗ хыҫҫӑн вӗсенче 562 ҫын ӗҫлӗ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/48925
 

Спорт
Татьяна Акимова. Ruspekh.ru сӑн ӳкерчӗкӗ
Татьяна Акимова. Ruspekh.ru сӑн ӳкерчӗкӗ

Австринчи Пиллерзееталь айлӑмӗнче ҫар ҫыннисен йӗлтӗр ӑмӑртӑвӗ енӗпе ыран тӗнчери 54-мӗш чемпионачӗ иртӗ. Унта пирӗн Чӑваш Енри Татьяна Акимова та хутшӑнӗ.

Аса илтерер, Кӑнтӑр Корейӑри хӗллехи Олимп вӑййисене хутшӑннӑ ентешӗмӗр кайран 2017-2018 ҫулсенчи Тӗнче кубокӗн виҫӗ тапхӑрне сиктерчӗ. Финлядинчи Контиолахтине юриех кайманнине, Норвегинчи Ослона ҫитме ӗмӗтленнине Татьяна Инстаграмра та ҫырчӗ-ха. Чӑваш биатлонистки ун чух чирлесе ӳкнӗ. Унта вӑл ҫӗршыв командине ӑнӑҫу суннӑччӗ. Татьяна Акимова Тӗнче кубокӗн Тӗменти иртнӗ тӑххӑрмӗш тапхӑрне те хутшӑнмарӗ.

Sports.ru сайтра ака уйӑхн 1-мӗшӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, Раҫҫей биатлонисчӗсенчен Австрири ӑмӑртӑва Антон Бабиков, Максим Цветков, Ульяна Кайшева тата Петр Пащенко хутшӑнӗ.

 

Экономика

Паян, ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, ЧР Экономика атланӑвӗн министерствинче Индири Mahindra компани элчисемпе тӗлпулу иртнӗ. Ҫак ҫӗршыври усламҫӑсем Чӑваш Енре ял хуҫалӑх техникине кӑларма пуҫласшӑн.

Вӗсене темиҫе лапам сӗннӗ: «Промтрактор», «Промтрактор-Вакун» тата «Канашри агрегат савучӗ».

Mahindra - Индири машиностроени концернӗ. Вӑл вездеходсем, ҫар тата ял хуҫалӑх техники кӑларать. Штаб-хваттерӗ Махараштра штатӗнчи Мумбаи хулинче вырнаҫнӑ. Унӑн производстви 100 ытла ҫӗршывра ӗҫлет.

 

Культура

«Чӑвашкино» патшалӑх киностудийӗпе электрон документацийӗн архивӗ РСФСР тата Чӑваш халӑх артисткипе, Нина Яковлевӑпа, «Нина Яковлева: С театром навеки» (чӑв. Нина Яковлева: театрпа ӗмӗрлӗхе) электрон кӑларӑмра паллаштарать.

Хисепе тивӗҫ кӑларӑма «Чӑвашкинора» К.В.Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх академи драма театрне йӗркеленнӗренпе 100 ҫул ҫитнине те халалланине пӗлтернӗ.

Икӗ пайран тӑракан ӗҫре халӑх юратакан артисткӑн ачалӑхӗ, ҫамрӑклӑхӗ вырӑн тупнӑ. Мускаври театр ӳнерӗн аслӑ шкулӗнче вӗреннӗ тапхӑра та аса илнӗ. Тата, паллах, театрти кун-ҫул. Тӗрлӗ сӑн ӳкерчӗкпе тата видеоматериалпа пуянлатнӑ.

Тӑван театра ҫаврӑннӑ ӳнер учрежденийӗнче Нина Яковлева 1961 ҫултанпа ӗҫлет. Ҫак тапхӑрта вун-вун сӑнар калӑпланӑ. Кинора та, сӑмах май, ӳкерӗннӗ.

 

Пӑтӑрмахсем
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн сайтӗнчи сӑн ӳкерчӗк
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн сайтӗнчи сӑн ӳкерчӗк

РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри тӗпчевҫисем Ставрополь тӑрӑхӗнче регистрациленнӗ 41 ҫулти ӗҫсӗр арҫын тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ. Вӑл ҫынна РФ Пуҫиле кодексӗн 359-мӗш статйин 3-мӗш пайӗпе айӑплама пултараҫҫӗ.

Тӗпчевҫӗсем шухӑшланӑ тӑрӑх, арҫын 2014 ҫулхи чӳк уйӑхӗнче Киева тухса кайнӑ. Унта вӑл Украинӑри Кӑнтӑр-Хӗвелтухӑҫ районӗнчи хирӗҫ-тӑрӑва хутшӑннӑ теҫҫӗ.

Киевҫ кайсан Украинӑри националистсен пӗрлешӗвне кӗнӗ. Ятарлӑ ҫар чаҫӗнче ҫар ӗҫне вӗреннӗ. Донецк облаҫӗнче «Генрих» ятпа перекен пулса ҫапӑҫнӑ-мӗн. Уншӑн ӑна укҫа тӳленӗ.

Украинӑра ҫапӑҫнӑ ҫынна кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗнче наркотик сутнишӗн тытса чарнӑ. Вӑл Украинӑра ҫапӑҫни ҫавӑн чухне ҫиеле тухнӑ иккен.

Пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.

 

Культура

Шупашкарти Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ вулавӑшра Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗн артисчӗсем ачасемпе тӗл пулнӑ. Курнӑҫӑва Александр Демидов, Григорий Федоров тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артистки Галина Кузнецова ҫитнӗ.

Вулавӑш ӗҫченӗ Татьяна Уразаева Фейсбукра пӗлтернӗ тӑрӑх, ачасем артистсенчен нумай япалана ыйтса пӗлме ӑнтӑлнӑ, ыйту ҫине ыйту панӑ. Сцена ӑстисем кӑмӑлтан тата чунтан хуравланӑ. Хӑйсен пултарулӑхӗпе паллаштарнӑ май сцена ҫине пуҫласа тухни ҫинчен каласа кӑтартнӑ.

Унтан артистсем Корней Чуковскин «Муха-Цокотуха» юмахне тӗпе хурса ӑсталӑх класӗ ирттернӗ. Ачасем хӑйсене артист евӗр тытса пӑхнӑ, юмахри сыпӑксене вуланӑ.

Александр Демидов «Яблочко» (чӑв. Панулми) ташласа кӑтартнӑ.

 

Персона

Паян Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗн артисчӗ, 2003 ҫулта Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ ята тивӗҫнӗ Александр Степанов (Пӑртта) 55 ҫул тултарнӑ.

Красноармейски районне кӗрекен Алманч ялӗнче ҫуралнӑскер Ярославльти театр училищинче вӗреннӗ. Пӗр вӑхӑт Чӑваш пукане тетарӗнче ӗҫленӗ, кайран Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрне куҫнӑ. Унта ӑна Н. Сидоров пьесипе лартнӑ «Шупашкарти савни» спектакльти тӗп сӑнара тӳрех шанса панӑ.

Ҫак ҫулсенче Александр Пӑртта Б. Чиндыковӑн «Урасметӗнчи» Тусмета, Н. Сидоровӑн «Кӗтрӗм сана, кӗтрӗмӗнчи» Сашӑна, Е. Еллиевӑн «Пирӗн пурнӑҫ ҫавнашкалӗнчи» Сергея, Ф. Галиев «Чуниллинчи» Гаптрие, Ф. Буляковӑн «Пилсӗр юратӑвӗнчи» Булата, М. Ладон «Ирпе автан авӑтсанӗнчи» Хуҫана, А. Хмытӑн «Ҫерем ҫинчи ҫиҫӗмӗнчи» Сӑхман Сахрунне вылянӑ. Унӑн пур сӑнарне халӗ асӑнса та пӗтереймӗн.

Александр Пӑртта сӑвӑсем, поэмӑсем тата пьесӑсем ҫырать. Унӑн ӗҫӗсене Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен тата Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗсенче лартнӑ.

 

Пӑтӑрмахсем

Ҫӗрпӳ хулинчи следстви изоляторӗнче пӗр кун харӑсах икӗ пӑтӑрмах пулнӑ: айӑплакансенчен пӗри куҫсӑр тӑрса юлнӑ, тепри вилсе кайнӑ. Кун ҫинчен «Про Город» (чӑв. «Хула пирки») кӑларӑм хыпарлать.

Раҫҫей ФСИНӗн Чӑваш Енри управленийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, ку пӑтӑрмахсем пуш уйӑхӗн 29-мӗшӗнче пулнӑ. Айӑпланакансенчен пӗри, ун тӗлӗшпе вуланӑ приговор вӑя кӗме ӗлкӗреймен, хӑйне хӑй амантса куҫсӑр тӑрса юлнӑ. Апла пулин те ӑна медицина пулӑшӑвӗ пама ӗлкӗрнӗ. Халӗ вӑл сипленет. Тепӗр айӑпланакан вара сывламах чарӑннӑ. Малтанлӑха палӑртнӑ тӑрӑх, унӑн кӗлетки ҫинче суран тавраш пулман, ҫавӑнпа ӑна никам та пусмӑрламан тесе шухӑшлаҫҫӗ. Ахӑртнех, унӑн чӗри чирлӗ пулнӑ.

Палӑртса хӑвармалла, ӗҫ-пуҫа тӗрӗс хаклас тӗллевпе халӗ тӗрӗслев ирттереҫҫӗ, ҫавна май мӗн пур материала следстви органӗсене панӑ.

Хыпар ҫӑлкуҫӗ: https://pg21.ru/news/48907
 

Чӑвашлӑх

Шупашкар хулинчи Ленин районӗн ЗАГС пайӗн ӗҫченӗсем тин ҫуралнӑ ачана паян, ака уйӑхӗн 4-мӗшӗнче, чӑн чӑваш ячӗпе ҫырнӑ. Кун пирки хула администрацийӗн пресс-служби хыпарлать.

Ҫапла ӗнтӗ, ашшӗ-амӑшӗ ывӑлӗ-хӗрӗ валли хӑйсен кӑмӑлне каякан янӑравлӑ ят суйлать, ҫав ят ӑна пурнӑҫ тӑршшӗпех ӑнӑҫу кӳрессе, ҫул уҫса пырасса шанать. Чӑваш Енӗн тӗп хулинче пурӑнакан Алексейпе Татьяна хӑйсен пуш уйӑхӗн 27-мӗшӗнче ҫут тӗнчене килнӗ ачине Тайман ят хунӑ. Тӗрӗссипе, юлашки ҫулсенче ачасене авалхи чӑваш ячӗсене парасси республикӑра анлӑ сарӑлчӗ.

Палӑртса хӑвармалла, ЗАГС пайӗн специалисчӗсем ҫамрӑк мӑшӑра ывӑлӗн пӗрремӗш документне — ача ҫурални ҫинчен ӗнентерекен свидетельствӑна — панипе пӗрлех ҫирӗп сывлӑх, ҫитлӗ пурнӑҫ, телей суннӑ.

 

Страницӑсем: 1 ... 2228, 2229, 2230, 2231, 2232, 2233, 2234, 2235, 2236, 2237, [2238], 2239, 2240, 2241, 2242, 2243, 2244, 2245, 2246, 2247, 2248, ... 4012
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (21.10.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, ҫумӑр ҫума пултарать, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 5 - 7 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир вӑй кӗнине туятӑр, таврарисене хӑвӑр мӗн пултарнине ӗнентерес килӗ. Ҫӑлтӑрсем ҫирӗппӗн, анчах васкамасӑр ӗҫлеме сӗнеҫҫӗ — йӑлтах тӳрех пулмӗ. Юратура кӑмӑллӑ улшӑнусем пулма пултарӗҫ, уйрӑмах — пуҫарулӑх кӑтартсан. Укҫа енчен йӗркеллех, анчах пысӑк япаласем туянмалла мар.

Юпа, 21

1960
65
Башири Зариф, чӑваш пурнӑҫне сӑнласа панӑ, чӑваш литературине тӗпчекен тутар ҫыравҫи, сӑвӑҫи, публицисчӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...