Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Инҫе хурсан, илме ҫывӑх.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Чӑваш сӑмахӗсем ытти чӗлхесенче ма нумай?

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аркадий Русаков 12.04.2019 13:41 | 7793 хут пӑхнӑ
Харпӑр шухӑш Чӑваш чӗлхи

Чӑваш халӑх сайтӗнче Германири Визбаден хулинче Клара Адягаши венгр тӗпчевҫин «Chuvash Historical Phonetics» кӗнеки пичетленсе тухни ҫинчен пӗлтернине астӑватпӑр-ха. Унта чӑваш фонетикин историлле аталанӑвне тӗпчесе пӗлес тӗлӗшпе автор тӗнчери тӗрлӗ чӗлхере упранса юлнӑ чӑваш сӑмахӗсемпе усӑ курнӑ тенӗччӗ. Асӑрхӑр: ҫак кӗнекере чӑваш чӗлхине ытти чӗлхесенчен кӗнӗ сӑмахсем пирки мар — тӗнчери ытти чӗлхесене кӗнӗ тата паянхи кун та ҫав чӗлхесенче пур чӑваш сӑмахӗсем пирки калаҫу пырать иккен! Ҫакӑ чӑваш чӗлхине нумай-нумай ют сӑмах кӗнӗ тенине илтме хӑнӑхнӑ пирӗн чӑвашла хӑлхасемшӗн тӗлӗнмелле пек илтӗнмест-и? Сенсаци пек. Шухӑшласан, чӑнах та ӗнтӗ, мӗн кӑна илтместпӗр-ха, вуламастпӑр-ха эпир? Имӗш, чӑваш чӗлхине мӗнле кӑна чӗлхесенчен кӗмен тӗрлӗ сӑмах: перс чӗлхинчен те, китай чӗлхинчен те, монгол чӗлхинчен те, араб чӗлхинчен те, инд чӗлхинчен те… Каласа пӗтереймӗн! Пулӗ те! Анчах хисеплӗ филологи докторӗ, профессор, Венгри наука академийӗн пайташӗ Клара Адягаши вара чӑваш сӑмахӗсем ытти чӗлхесене кӗни ҫинчен калать! Тӗлӗнтермӗш мар-и ҫакӑ?

Астӑватӑр пуль, чӑваш сӑмахӗсем авалхи пурнӑҫра ытти чӗлхесене питӗ нумай кӗнӗ тесе ҫырнӑ «Воскресение шумеров» кӗнекен авторне — Геннадий Егорова чылайӑшӗ шанмарӗ: тӗрӗс мар ҫырать, чӑваш сӑмахӗсем ытти чӗлхесене кӗме пултарайман, нумай япалана вӑл «ученый» мар пуҫӗпе шухӑшласа кӑларнӑ, терӗҫ. Ҫапла ҫав, Геннадий Егоров пек шухӑшлакан ытти ҫынсене те шанма хӑнӑхман ҫав эпир — чӑвашсем! Пирӗн халӑх ҫинчен лайӑх каланине чылайӑшӗ шанмастпӑр. Сӑмахран Н.Я.Марр академик чӑвашсен авал-авалхи мӑн аслашшӗсем шумерсем пулнӑ тенине. Ҫавӑнтах, чӑвашсем ӗлӗк «тӗттӗм» халӑх пулнӑ, ытти халӑхсенчен калаҫма-ҫырма вӗреннӗ, чӑваш чӗлхине ытти чӗлхесенчен нумай сӑмах кӗнӗ тенине пӗр сӑмахсӑр, пӗр шухӑшламасӑр ӗненетпӗр чылай чухне. Анчах… Анчах шанасах пулать пуль ҫав, шанма хӑнӑхас пулать пуль пирӗн ҫинчен лайӑх каланине те малашне. Мӗншӗн тесен, Геннадий Егоров чӑваш ҫеҫ мар — ют ҫӗршывсенчи чӑваш мар ӑсчахсем те чӑваш сӑмахӗсем ытти чӗлхесенче пурри ҫинчен ҫырнӑ-ҫке. Ҫыраҫҫӗ те… Сӑмахран — 1952-мӗш ҫулта ҫуралнӑ, Сегед университетӗнче вырӑс чӗлхипе Алтай чӗлхисене, Шупашкарти И.Я.Яковлев ячӗллӗ пединститутра чӑваш чӗлхине вӗреннӗ Клара Адягаши тӗпчевҫӗ. Ҫакӑн ҫинчен чӑваш халӑх сайчӗ хуравларӗ, ав.

Чӑнах та ӗнтӗ, вӑл — Клара Адягаши тӗрӗс ҫырнине чӑваш историйӗ хӑех кӑтартать. Чӑваш сӑмахӗсем нумай Еврази халӑхӗсен чӗлхине кӗнине ӑнланас тесен эпир хамӑрӑн истори ҫине пӑхма вӗреннӗ чӑвашла шухӑшлав стереотипне кӑшт улӑштармалла ҫеҫ. Урӑхла каласан, чӑваш халӑх историне икӗ пин ҫул маларахри Алтай тапхӑрӗнчен ҫеҫ мар, авалхи — тӑват-пилӗк пин ҫул маларахри Шумерпа Египет тапхӑрӗнчен е унтан та маларахри тапхӑрсенчен пӑхма пуҫламалла. Мӗншӗн тесен, Н.Я Марр сӑмахӗпе, «из доисторического населения Европы, создателя начал европейской культуры, в Восточной Европе сохранился один-одинешенек чувашский народ. Речь идет о тождестве чувашей с месопотамскими шумерами». Куратпӑр: тӗнчипе паллӑ академик шухӑшӗпе, чӑваш халӑхӗ Европӑри чи ватӑ халӑхсенчен пӗри пулса тӑрать! Ҫавӑнпа чӑваш историне те «доисторически» вӑхӑтран тӗпчемелле килсе тухать, вара авалхи чӑваш сӑмахӗсем ытти чӗлхесене епле кӗме пултарни хӑех палӑрать. Мӗншӗн тесен, ватӑ та аталаннӑ шумер-чӑваш чӗлхинчен унран ҫамрӑкрах ытти чӗлхесене сӑмахсем йышлӑн кӗме пултарни каламасӑрах паллӑ пулса тухать.

Хӑшӗ-пӗрисем Шумерпа Египет тӗнчери мӗнпур халӑхсемшӗн «прародина» пулнӑ, ҫавӑнтан халӑхсем тӗнче тӑрӑх саланнӑ, ҫавна пула пӗр пек сӑмахсем тӗнчери тӗрлӗ чӗлхере пур теҫҫӗ. Элле ҫав? Авалхи Шумерпа Египет патшалӑхӗсен саманипе пӗр вӑхӑтрах ҫӗр чӑмӑрӗ ҫинчи ытти территорисенче те чӗлхе аталанӑвӗ енӗпе шумерсемпе египтянсенчен чухӑнрах первобытный ҫынсем пурӑнман-и-ха? Пурӑннӑ. Ҫавна пула, ахӑртнех, шумерсем хӑйсен ҫӗршывӗ саланнӑ хыҫҫӑн Кӑнтӑр Европӑпа Вӑтам Азие саланса кайнӑ, хӑйсен чӗлхипе унта пурӑнакан халӑхсен чӗлхисене пуянлатнӑ тени тӗрӗс килсе тухмасть-и-ха? Нумай ӑсчах каланӑ тӑрӑх, тӗрӗс пек.

Чылай историксем (Т.А Дубровская, Н.Я.Марр, З.С.Белова, Н.С.Малышева, В.В.Николаев тата ыттисем) чӑвашсен чи авалхи ҫӗршывӗ паянхи Малти Азири Ирак ҫӗрӗ ҫинче пирӗн эрӑчченхи 6-3-мӗш пинҫуллӑхсенче вырнаҫнӑ шумерсен Месопотамийӗнче пулнӑ тенине илтнӗ эпир. Патшалӑхӗ саланса кайнӑ хыҫҫӑн пирӗн эрӑчченхи 2–1-мӗш пинҫуллӑхсенче шумерсен тата вӗсемпе ассимиляциленнӗ хурритсемпе гутисен еткерӗсен пӗр пайӗ тинӗс урлӑ Кӑнтӑр Европӑна куҫнӑ, тепӗр пайӗ Туҫи Иранра пурӑннӑ, унтан Вӑтам Азипе Центральнӑй Азие куҫнӑ, вӑрах вӑхӑт кунти иран халӑхӗсемпе, сакксемпе, пархисемпе, сӑкӑтсемпе, массагетсемпе кӳршӗллӗн пурӑннӑ. Кивӗ эрӑн 1-мӗш пинҫуллӑхӗн иккӗмӗш ҫурринче чӑвашсен мӑн аслашшӗсем Центральнӑй Азире пурӑнакан гуннсемпе тата Алтайри пратотюрксемпе, пратомонголсемпе вӑрах вӑхӑт пӗрле пурӑннӑ, гуннсен Ҫӗршывӗнче Чашшар (Субейси, Шубаши) патшалӑх йӗркеленӗ. Каланӑ вӑхӑтрах чӑваш мӑн аслашшӗсен пӗр пайӗ Аслӑ Арменири Чувашрот провинцийӗнче те пурӑннӑ. Ҫӗнӗ эра пуҫламӑшӗнче чӑваш мӑн аслашшӗсем пӑлхарсемпе сӑварсем ятпа, гуннсен авангарчӗ пулса, Тухӑҫ Европӑпа Ҫурҫӗр Кавказа куҫнӑ. Кунта вӗсем сарматсене, алансене, антсене тата ытти нумай халӑха пӗр конфедерацине пӗрлештерсе тӑнӑ. 4-мӗш ӗмӗрти «Халӑхсен Аслӑ куҫӑвӗ» вӑхӑтӗнче пӑлхарсемпе вӗсене пӑхӑннӑ ытти халӑхсем «гуннсем» ятпа Анӑҫ Европӑна та ҫӗнтерсе илнӗ, анчах 5-мӗш ӗмӗрте каялла — Кӑнтӑр-тухӑҫ Европӑпа Ҫурҫӗр Кавказа чакнӑ. Кунта пӑлхар-чӑвашсем 7-мӗш ӗмӗрте Аслӑ Пӑхар Патшалӑхне йӗркеленине, вӑл салансан Кӑтрак патша пӑлхарӗсем, Вӑтам Атӑл ҫине килсе, 8-13-мӗш ӗмӗрсенче Атӑлҫи Пӑлхар патшалӑхне йӗркелесе пурӑннине тата каярахри чӑваш историне, паянхи кашни чӑваш тесе калаймасан та, чылай чӑваш лайӑх пӗлет тесен те юрать.

Куратпӑр: авалхи чӑваш халӑхӗ мӗн авалтан темиҫе патшалӑх йӗркелесе, тӗрлӗ авалхи халӑхсемпе тата цивилизацисемпе кӳршӗллӗн е пӗрле пурӑннӑ. Ҫавна пула вӑл хӑйӗн чӗлхинчи сӑмахсемпе ытти халӑхсен чӗлхисене пуянлатма пултарни ҫинчен ним тӗлӗнмелли те ҫук. Эпир паян чӑваш сӑмахӗсене француз, нимӗҫ, венгр (мадьяр), акӑлчан, Дунай пӑлхарӗсен, грек, итальян, еврей, тюркӑ халӑхӗсен, китай, иран, вырӑс, армян, грузин, мӑкшӑ, ҫармӑс, удмурт, хакас, монгол тата ытти нумай халӑх чӗлхисенче курнине чӑваш халӑх историйӗн вӑрӑм кун-ҫулӗ ӑнлантарса парать. Сӑмахран, чӑвашсен «ия» сӑмахӗпе нимӗҫсен «я» сӑмахӗ «ҫапла» ӑнлава, чӑвашсен «шанӑҫ» сӑмахӗпе французсен «шанс» сӑмахӗ «шанӑҫ» ӑнлава, чӑвашсен «тайӑм» сӑмахӗпе акӑлчансен «тайм» сӑмахӗ «вӑхӑт» ӑнлава, чӑвашсен «пӗр ҫын» сӑмахӗпе итальянсен «персона» сӑмахӗ «ҫын» ӑнлава пӗр пек ӑнлантарни те ҫакӑн ҫинченех калать. Статьяна пӗтерме вӑхӑт ҫитнӗрен ытти ҫӳлте асӑннӑ чӗлхесенчи тӗслӗхсене илсе кӑтартмастӑп: ку вулаканӑн вӑрах вӑхӑтне тата сайтӑн нумай вырӑнне илӗ. Клара Адягашин кӗнекине эпӗ вуламан, анчах ӑна кӑларни ҫинчен пӗлни мана ҫак статьяна ҫырма сӑлтав пулчӗ. Кӗскен каласан, унӑн кӗнеки чӑваш сӑмахӗсем ытти чӗлхесенче нумай пулни ҫинчен аса илтерет. Ҫакӑншӑн эпир — чӑвашсем мӑнаҫланма ҫеҫ пултаратпӑр тата хисеплӗ ӑсчаха: «Тавтапуҫ!» тетпӗр.

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#этимологи, #Египет, #истори, #Аслӑ Пӑлхар, #Европа, #Алтай, #чӑваш чӗлхи

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

KIREMET SIGCHI // 2291.81.1801
2019.04.12 15:06
KIREMET SIGCHI
Хотел бы сделать небольшое дополнение к статье совсем с другого ракурса. Оксфордские и другие ученные генетики пишут об очень древней "алтайской" составляющей в этногенезе современных чуваш. Но /как и пишет Русаков/, древние алтайские и иные предки прачуваш имеют в свою очередь еще других - еще более древних предков, в том числе Шумеро-Египетских. К глубокому сожалению, Чуваши, имеют ряд особенных-отличительных генетических заболеваний (остеопетроз,гипотрихоз,эритроцитоз), а генетические болезни это "бич и беда" именно древних/старых народов, а "чуваши"(современное название) как потомки народов с другими названиями, являются самым древним/старым народом России, и одним из старых - в Мире. Эти генетические болезни "чувашской популяции", результат не прохождения эффекта "бутылочного горлышка" и изоляции(закрытой популяции) /т.к. эти две причины тоже сильно влияют/, а именно результат накопления отрицательных (помимо положительных) генетических мутаций за многие тысячелетия! Потомки древнего "пранарода" сохранили и свой древний праязык!
2019.04.14 14:16
Владимир Изачак
Не лишне было бы заглянуть еще на один источник; некий профессор Казанской епархии Изоркин показывает на схожесть терминологий - таких коренных понятий, как небо, земля, луна и т.д. - он нашел более двухсот совпадений с языками индейских племен, проживающих в Южной Америке... В свою очередь, случайно встретившееся, мне не помню уже где, Бог страха на языке одного из племен Коста-рики, называется "Хоракан" а у нас это - подверженный страху... Не странно ли это? Я по-поводу тогда посоветовался с М.Н.Юхмой. Он объяснил это случайным совпадением. Не мое это дело, копаться в исторической науке, все же посоветовал бы ознакомиться с работами Изоркина...

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем