Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).
Ҫеҫенхир. Чечен хӗр. Чечен вӑрман. Чечен ача...
Чечене хитре, илемле тенӗ пек ӑнланатпӑр. Ҫеҫен тени те мӗне те пулсан пӗлтермест-ши? Пӗлтерет иккен: Ашмарин словарӗнче ҫеҫен — никам пырса кӗмен (вырӑсла — девственный) тесе ӑнлантарнӑ. Ҫав хушӑрах чеченӗн пӗлтерӗшӗ те ӗлӗкрех ҫавӑн пекех пулнӑ. Чечен хӗр — никам тӗкенмен, кӳрентермен хӗр. Чечен вӑрман — ҫын пырса таптаман вӑрман. Апла пулсан, ҫеҫенпе чечен пӗр-пӗринчен пулса кайнӑ сӑмахсем мар-ши? Ҫутҫанталӑкпа ҫыхӑннӑ сӑмах — ҫеҫен, этем патне кайсан вара апла калама юрамасть, «чечен» темелле. Акӑ мӗн тери пуян та тӗпле пирӗн чӗлхе.
Хушса калани. Кунта вара Юхма Мишшипе килӗшсех каймастӑп. Чечен тени пӗрре те никам тӗкӗнмен хӗре пӗлтермест. Хӑй сӑмахӗ вара «хитре калаҫакан», «шӗвӗр чӗлхеллӗ» ҫынна пӗлтерет пулас. Тепӗр май каласан, питӗ таса, илемлӗ калаҫакан, япшар чӗлхеллӗ ҫын. В. Егоровӑн та, М. Федотовӑн та — иккӗшин этимологи словарӗсем те ҫавӑнталла кӑтартаҫҫӗ. «Ҫеҫен» сӑмаха вара В. Егоров «ҫеҫ» ӗҫхӗлтен (чечек кӑлар, ҫеҫкелен) пулса кайнӑ тет, М. Федотов вара унпа килӗшесшӗн мар, ҫеҫен-пе чечен пӗр тымарлӑ тесе ӗнентересшӗн.
Эпӗ хам вара ытларах В. Егоров версипе килӗшетӗп. Тем тесен те ҫеҫке-пе ҫеҫен пӗр-пӗринчен инҫе мар пуль тетӗп. Чечен-ӗ те, тен, япшар чӗлхеллӗ ҫынпа ҫыхӑнман, ҫеҫен-рен куҫнӑ. Чечек (асӑрхӑр, кунта та тӗпӗ — чеч) — тем тесен те хитре япала, ҫавна май унпа танлаштарса унӑн сӗмӗ хӗр-ывӑлсене те куҫма пултарнӑ.