Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Инҫе хурсан, илме ҫывӑх.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Кункӑш — хӗвел кайӑк

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 20.01.2018 10:08 | 7728 хут пӑхнӑ
Харпӑр шухӑш Чӑваш чӗлхи

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

 

Пӑла тӑрӑхӗнче Шанкӑртам ятлӑ пысӑк ял пур. Хальхи Патӑрьел районне кӗрет вӑл. Унта халӗ тутарсем (мишерсем) пурӑнаҫҫӗ. Ӗлӗк ку ялта чӑвашсем те пурӑннӑ. Шӑнкӑртамӑн чӑвашсем пурӑнакан пайне, кассине, Упи тенӗ. Уписем каярахпа тӗрлӗ ҫӗре (Тикеше, Сакӑта, Янтукан поселокне) куҫса кайса пӗтнӗ. Ҫак ялта, чӑвашсем хушшинче те, тутарсем хушшинче те, Кункӑш кайӑк ҫинчен тахҫантанпах питӗ хӑйне евӗрлӗ халап (легенда) ҫӳренӗ.

Акӑ вал, ҫырса кӑтартам-ха.

Тахҫан ӗлӗк-авал, — тенӗ халӑх каланинче, — ҫынсем вӗҫӗ-хӗррисӗр таҫта ҫитиех сарӑлса выртакан ҫеҫенхирте пурӑннӑ. Ӑҫта пӑхан унта — куҫпа виҫейми тӳремлӗх, сайра-хутра ҫеҫ пысӑк мар сӑрт. Ирӗклӗ те хавас пурӑннӑ ҫынсем ҫак аслӑ ҫеҫенхирте, пӗр вырӑнтан тепӗр вырӑна куҫса ҫӳренӗ, никампа та хирӗҫмен, никама та пуҫ ҫапман, никамран та хӑраса пурӑнман. Вӗсемшӗн ирӗклех тени пурнӑҫран та хаклӑрах пулнӑ.

Ҫак аслӑ ҫеҫенхирте ҫынсемпе юнашарах тӗлӗнмелле кайӑк Кункӑш пураннӑ. Ҫав тери хитре пулнӑ вал: тӗкӗсем — куҫа шартармалла тем тӗслӗ те, сасси вара ачаш та савӑк. Кам та кам Кункӑша пӗрре курнӑ, вара вӑл ӑна ӗмӗрне те манма пултарайман, ялан ун ҫинчен шухӑшласа пурӑнма тытӑннӑ.

Анчах ҫак ытарайми кайӑк ҫынсене хӑй илемӗпе ҫеҫ илӗртмен, унра каласа кӑтартма ҫук асамлӑ вӑй упраннӑ. Кункӑша курнӑ кирек мӗнле ҫын та тӳрех улшӑннӑ, чи усаллисем те тӳрех ырӑ кӑмӑлла, пархатарлӑ чун-чӗреллӗ, никам ҫӗнейми хӑватлӑ пулса тӑнӑ. Кӗвӗҫекенсем кӗвӗҫме пӑрахнӑ, чи хӑравҫӑ ҫынсем те арӑслан пек хастарланса та паттӑрланса кайнӑ. Пӗтӗм этемлӗхе ылханса пурӑнакан ҫын та Кункӑша курсанах улшӑннӑ, унӑн чунӗ-чӗри юратупа тулнӑ, вӑл хӑйне пуринчен те телейлӗрех туйма тытӑннӑ.

Ҫак асамлӑ та ӗлккен кайӑк ҫинчен хыпар тусем хушшинче пурӑнакан хӑрах куҫлӑ усал Хура патша патне те ҫитнӗ. Кункӑш ҫынсене телей кӳнине илтет те вӑл хӑй патне ҫӗлен пек тискер те шелсӗр чун-чӗреллӗ тарҫисене чӗнсе илет:

— Вӗҫтерӗр сиккипе ҫеҫенхире! — хушать вӑл. — Ярса тытӑр ҫав Кункӑша, хупса лартӑр ӑна тимӗр читлӗхе, вара ман пата илсе килӗр!

Хура патшан тискер тарҫисем хӑйсен ҫивчӗ хӗҫӗсене ярса тытнӑ та, ҫилхӑван утсем ҫине ларса, вӗҫтере панӑ ҫеҫенхире. Кункӑша шыраса тупса ярса тытасси вӗсене пӗрре те йывӑр пулман, мӗншӗн тесен асамлӑ кайӑк ҫынсенчен хӑраман, нихӑҫан та вӗсенчен пытанман.

Тимӗр читлӗхе хупса лартнӑ Кункӑша тискер тарҫӑсем Хура патша керменелле илсе кайнӑ.

— Ан тивӗр Кункӑша! — йӑлӑннӑ вӗсене ҫеҫенхирте пурнакан ирӗклӗ ҫынсем, — Ярӑр ӑна ирӗке! Читлӗхре пурнаймасть вӑл!

Анчах Хура патша ҫыннисем вӗсене итлесшӗн те пулман. Мӗншӗн тесен хӑйсен хуҫин сӑмахӗнчен нихӑҫан та тухайман вӗсем, тискер те усал кӑмӑллӑскерсем.

Часах Хура патшана Кункӑша тытни ҫинчен пӗлтернӗ.

— Аха, тинех мӗн ӗмӗтленни ҫитет! — хӗпӗртесе кайнӑ вӑл. — Паянтан пуҫласа Кункӑша никам та хӑрах куҫпа та кураяс ҫук. Пӗртен пӗр эпӗ ҫеҫ ун ҫине пӑхса чуна савӑнтарӑп. Паянтан пуҫласа ҫӗр ҫинчи мӗнпур патша мана ӑмсанма, Кункӑшна кӑтарт-ха, тесе йӑлӑнма тытӑнӗ!..

Вара вӑл асамлӑ кайӑка тӳрех хӑй патне йӑтса килме хушнӑ.

Нумай та вӑхӑт иртмен, Хура патша тарҫисем тискер читлӗхе хупса лартнӑ Кункӑша хуҫи патне илсе пынӑ.

— Лартӑр ҫакӑнта тимӗр читлӗхе! — хушнӑ Хура патша. — Хӑвӑр вара тӳрех тухса кайӑр пӳлӗмрен. Кункӑш ҫине пӗри те пӑхма та ан хӑйнӑ пултӑр! Ку кайӑк ман тупра!..

Хӑйӗн тем пысӑкӑш керменӗнче пӗр-пӗччен юлсан, усал патша, Кункӑша куҫӗ килениччен пӑхса савӑнан тесе, тимӗр читлӗх виткӗҫне уҫнӑ. Анчах читлӗхре ылтӑнӑн-кӗмӗлӗн ҫиҫсе тӑракан Кункӑш мар, хуп-хура тӗклӗ илемсӗр кайӑк ҫеҫ пуҫне усса ларнӑ. Тыткӑнра ун илемӗ пачах та ҫухалнӑ, тӗкӗсем тӗссӗрленсе петнӗ.

«Ҫеҫенхир ҫыннисем мӗн тери ухмах иккен! — тарӑхҫа ятлаҫнӑ усал патша. — Мӗн кӑна шухӑшласа кӑлармаҫҫӗ пулӗ килен-каяна улталас тесе! Ҫак катемпие вара асамлӑ кайӑк тесе калаҫҫӗ те! Кункӑш, Кункӑш!.. Кама кирлӗ кун пек пӳске! Унран хитрисем тӗнчере пинӗ-пинӗпех! Кӑлармалла та ывӑтмалла ӑна!..»

Хайхискер хӑй пекех тискер тарҫисене чӗнсе илнӗ те Кункӑша читлӗхӗ-мӗнӗпех тӗпсӗр ту хушӑкне пӑрахма хушнӑ. Тарҫӑсем, усаллӑн кӑшкӑра-кӑшкӑра, читлӗх еннелле ыткӑннӑ. Шӑп та лӑп ҫав вӑхӑтра Кункӑш ҫине чӳречерен кӗнӗ хӗвел пайӑрки ӳкнӗ. Асамлӑ кайӑк чӗтренсе илнӗ те ури ҫине чӗвен тӑрса ҫӗкленнӗ, унтан ытарайми саспа юрласа янӑ. Патша тарҫисем, тӗлӗннипе, нимӗскер тума пӗлеймесӗр тӑнӑ. Кункӑш тата хитререх юрла пуҫланӑ, вара ҫуначӗпе сулнӑ та... патшапа унӑн тарҫисем умӗнчех ялкӑшса ҫунакан вут пулса тӑнӑ. Вут чӗлхи, явӑнса, читлӗх витер тухнӑ та ҫӗмрен пек тӳпенелле вӗҫсе кайнӑ.

«Ним юлмиех пӗтрӗ иккен ухмах кайӑк! — шухӑшланӑ патша. — Юрӗ, тӗп пултӑрах! Никама та кирлӗ мар вӑл! Ним усси те ҫук унран!»

Анчах Кункӑш пӗтмен, ҫулӑм пулса ҫухалман. Тепӗр кун илӗм-тилӗмлех вӑл ҫеҫенхир варрине ӗлӗкхинчен те хитререх кайӑк пулса вӗҫсе аннӑ та хаваслӑн юрлама тытӑннӑ. Ҫынсем, ун ҫине пӑхса, чунтан-чӗререн савӑннӑ. хӑйсене телейлӗрех туйма тытӑннӑ.

Ҫавӑн хыҫҫӑн усал патша тарҫисем Кункӑша темиҫе хутчен те тыта-тыта читлӗхе те лартнӑ. Читлӗхне тем тӗрлӗ ҫӑрапа питернӗ, тӗттӗм ҫӗре те, ҫӗр айне те лартса пӑхнӑ. Анчах асамлӑ кайӑк кашнийӗнчех ялкӑш ҫулӑм пулса тыткӑнран тухса тарнӑ та тепӗр кун ирех ҫеҫенхир варрине ӗлӗкхинчен те хитререх пулса анса ларнӑ, унта пурнакан маттур ҫынсене пурӑнма, чӑн-чӑн ирӗклӗхшӗн юлашки сывлӑшченех кӗрешме хавхалантарнӑ.

Ман анне — Уписем. Ҫавӑнпа Тикешре те, Янтукан поселкинче те куккасем пур. Ача чухне, хӑнана кайсассӑн, ҫак ялсенчи ватӑсем патне ятарласа асамлӑ Кункӑш кайӑк ҫинчен каланине итлеме пуҫтарӑнаттӑмӑр.

Пӗр ҫирӗм ҫул каялла Шӑнкӑртама кайса килтӗм. Унти юмахҫӑсем Кункӑш кайӑк ҫинчен питӗ лайӑх пӗлнине курса савӑнтӑм.

Икӗ халӑх, чӑвашсем те, тутарсем те, ҫак легендӑна «пирӗн» теҫҫӗ, пӗтӗм пулӑмне пӗр пек каласа кӑтартаҫҫӗ.

Кункӑш, эппин, пирӗн халӑхсен хӑйне евӗрлӗ вилсе чӗрӗлекен кайӑкӗ, урӑхла каласан, — фениксӗ.

 

Хушни. Нумай пулмасть Станислав Упасси «кун» сӑмахӑн ӗлӗк-авал «хӗвел» пӗлтерӗшӗ пурри пирки кӑсӑклантарса пӗлтерчӗ. Чӑнах та пур-ши тесе Ашмаринӑн сӑмах пуххине те пӑхрӑм. Шел те вӑл пӗлтерӗше Николай Иванович кӑтартман (чылай кӑсӑклисене кӑтартнӑ, ку вара — ҫукччӗ). Ҫавах та пӗлтерӗшӗ пулнах, вӑл ытти тӗрӗк чӗлхисенче упранса юлнӑ. Кӑна эсир Федотовӑн этимологи словарьне пӑхсан курма пултаратӑр. Пирӗн чӗлхере те, «кун таврӑннӑ» тенӗ чухне, ман шутпа шӑп та лӑп «хӗвел» пирки сӑмах пырать.

«Кункӑш» сӑмах пулма пултарни пирки вара пысӑк ыйту тухмалла мар: кун «хӗвел»; «кӑш» кайӑк. Вӗсене пӗрлештерсен чӑвашла «феникс» пулать те.

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#этимологи, #чӑваш чӗлхи, #ылтӑн ҫӳпҫе

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Dfcbkbq // 4126.85.5431
2018.01.20 18:15
Тĕрĕс шухăшсем, тĕрес самахсем
Agabazar // 1790-3830
2018.01.20 20:15
Agabazar
<<Хушни. Нумай пулмасть Станислав Упасси «кун» сӑмахӑн ӗлӗк-авал «хӗвел» пӗлтерӗшӗ пурри пирки кӑсӑклантарса пӗлтерчӗ. Чӑнах та пур-ши тесе Ашмаринӑн сӑмах пуххине те пӑхрӑм.>>

Федотовăн ЭСЧЯ текеннине пăхмалла. "Хĕвел" текен статьяна. Пур-и вăл статьяра ытти тĕрĕк чĕлхисени когнатсене шĕкĕлченисем?
Agabazar // 1790-3830
2018.01.20 20:15
Agabazar
Ку шухӑша хуратнӑ. Сӑлтавӗ:
2018.01.20 22:27
Аçтахар Плотников
Пӑхрӑм тесе ҫыртӑм-ҫке. Федотов анчах ытти тӗрӗк чӗлхисенчи кун сӑмахсен «день» тата «солнце» пӗлтерӗшӗсене пӗрле илсе парать.
Agabazar // 1790-3830
2018.01.21 01:15
Agabazar
Чăваш чĕлхинче тахçан "кун" сăмахăн хĕвел пĕлтерĕшĕ пулнă пулсан та, вăл кăк чĕлхерен пыракан япала мар пуль. Такамсенчен килсе ернĕ сăмах ĕнтĕ.

Пратĕрĕк чĕлхере *кунаш. Мĕнле те пулин тĕрĕк чĕлхинче -аш тухса ÿкнĕ хыççăн "кун" тăрса юлма пултарнă.

Тĕрĕк чĕлхисен пăлхар тураттинче "Кунаш" тенинчи юлашки сасă [л] сасăпа улшăннă (ламбдаизм).

Вара "день" пĕлтерĕшлĕ "кун" сăмах та çав *кунаш тенинченех тухнă-ши? Енчен те çапла пулсан, ку самаха чăваш несĕлĕсем такамсенчен йышăннă пек пулса тухать вĕт-ха?

Федотов кунашкал ыйтусем çине уçăмлă хурав памасть. Ахăртнех старлинг текен базăна пахса илмелле пуль кунта.
Agabazar // 1790-3830
2018.01.21 01:19
Agabazar
Тутар чĕлхинче хĕвеле "кояш" теççĕ, сайра хутра - "кон".

Кусем каллех тĕрлĕ çул-йĕрпе килсе çакланнă дублетсем пек курăнаççĕ. (Енчен те тымарĕсем пĕрех тени тĕрĕс пулсан).
Agabazar // 1790-3830
2018.01.21 01:31
Agabazar
Акă вăл хайхи кунта кирлĕ старлинг — http://starling.rinet.ru/cgi-bin/qu ... fig&encoding=utf-rus
Agabazar // 1790-3830
2018.01.21 01:44
Agabazar
Proto-Turkic: *gün(eĺ) / *guńaĺ

Old Turkic: kün 1, 2 (Orkh., OUygh.), küneš 3 (YB), isig qujaš 4 (OUygh. - Br.)
Turkish: gün 2, güneš 1, (dial.) gujaš 1
Tatar: kön 1, 2, qojaš 1
Chuvash: kon 2, xǝʷvel 1

Вăт старлинг çак тĕле илсе çитерчĕ —
Николай Бондарев // 2568.34.4187
2018.01.21 12:14
Кун - день.Кăнтăрла - хĕвел çÿлте тăнă вăхăт. Кăнтăр - хĕвел çÿлте тăнă ен. Кантăк - хĕвел çутти кĕрĕкен хÿме пайĕ. Кункаç - хĕвел тухăçран анăçа каçнă вăхăт.
Agabazar // 2481.34.1504
2018.01.21 19:05
Agabazar
Старлинг тăрăх, "Кун" тата "хĕвел" сăмахсем чăваш чĕлхинче хăйне майлă дублет пулса тăраççĕ.

"Хĕвел" текенни тахçанхи-тахçанхи- тахçанхи-тахçанхи-... кăк тымартанах пырать пулсан, "кун" пирки апла калама çук. Вăл — йышăннă сăмах пулĕ. Пи-и-и-итĕ авал йышăннă. Ăçтан, камран, хаçан, епле майпа йышăнни паллă мар.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем