Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӑшӑ сӑмах — ҫу кунӗ, сивӗ сӑмах — хӗл кунӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Сехмет

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 20.06.2018 11:36 | 10406 хут пӑхнӑ
Харпӑр шухӑш Чӑваш чӗлхи

Юхма Мишши хатӗрленӗ «Ылтӑн ҫӳпҫе» кӗнекери статьясемпе малалла паллаштаратпӑр. Аса илтеретпӗр, кӗнекен иккӗмӗш ячӗ — «Чӑваш сӑмахӗсен вӑрттӑнлӑхӗ». Ӑна 1993 ҫулта кӑларнӑ («Вучах» библиотекинче).

Ашмарин словарӗнче ку сӑмаха ҫапла ӑнлантарнӑ: сехмет, беда... Сехмет ҫакӑнать (несчастье). Ҫын трук (скоропостижно) вилсен, ӑна: сехметпе вилнӗ, теҫҫӗ. Выльӑх-чӗрлӗх сасартӑк виле пуҫласан: «сехмет» пулчӗ пулӗ, теҫҫӗ. Сехмет — усал... Ӑна ҫине пырса тӑрсассӑн, тырӑ акма пуҫличчен, турра кӗлтуса илетӗн: торӑ папай, ырӑ сехмет тӗлне тутӑр, тетӗн... Вутлӑ сехмет, назв. духа... Ҫӗр сехмечӗ, назв. божества.

Ҫапах та мӗне пӗлтерет-ха вӑл Сехмет? Ӑҫтан тухса кайнӑ ҫак сӑмах?

М. Земская хӑйӗн 1963 ҫулта Мускавра «Советский писатель» издательствинче пичетленсе тухнӑ «Время в песках» кӗнекинче авалхи Египетри ҫынсен ӗненевӗнче чи аслӑ турӑ Ра тата унӑн хӗрӗ Сехмет ҫинчен ҫырса кӑтартать. Ра ятлӑ аслӑ турӑ хӑйӗн юратнӑ хӗрне, Сехмете, ҫӗр ҫине ҫынсене пӗтерме ярать. «Сехмет — богиня с телом женщины и львиной головой», — тенӗ. Ҫынсем ҫав хушӑра турӑсене итлеме пӑрахнӑ иккен. Ҫавӑнпа вара Ра ҫынсене пӗтерме шутланӑ иккен. Сехмет ҫынсене ан шеллетӗр тесе, турӑсем вара Сехмет ҫулӗ ҫине урпаран тунӑ сӑра лартаҫҫӗ, ӑна ҫав сӑрана улталаса ӗҫтереҫҫӗ те ухмахлантарса-уртарса яраҫҫӗ. Сӑрине вӗсем юн тӗсӗпе пӗветнӗ пулнӑ. Ҫавна ӗҫнӗ хыҫҫӑн Сехмет ҫынсене ним шеллемесӗр пӗтерме тытӑнать.

Ҫак миф кайран ытти халӑх хушшинче те сарӑлнӑ. Авалхи Хорезма тӗпчекенсем (сӑмахран, А. Толстов хӑйӗн «Древний Хорезм» кӗнекинче) ҫак миф унта сарӑлнине те палӑртаҫҫӗ. Пирӗн авалхи мифсенче те Сехмет —тӗнче хуҫи Танкӑр ятлӑ турӑ хӗрӗ пулса тухать. Ӑна, авалхи Египетра каланӑ пекех, ашшӗ ҫӗр ҫине ҫынсене пӗтерме янӑ. Акӑ мӗншӗн ӗнтӗ Сехмет сӑмах пирӗн чӗлхере — инкек, усал, кӗтмен ҫӗртен пӗтерекен япала пӗлтерӗшӗпе упранса юлнӑ. Авалхи Египетран Атӑл тӑрӑхне ҫити каравансен ҫулӗпе ҫитнӗ-ши ӗнтӗ ҫак ӗнену, миф? Е ӑна хамӑр аслаттейсем-аслапайсем тахҫан авал кӑнтӑрти ҫӗрте-шывра пурӑннӑ чухнех илтсе, хӑнсен ӑнлану йӗркине кӗртнӗ-ши?.. Мӗн чухле тӗлӗнмелли, мӗн чухлӗ тӗпчемелли!.. Такам валли те ҫитет: ӗҫле, тӗпче, вӗрен, ху пуҫ тавра шутласа тупнине юлташусене калама ан ӳркен…

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#чӑваш чӗлхи, #истори, #тӗн, #этимологи, #Египет

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 3432.77.0853
2018.06.20 13:44
Agabazar
Сехмет — палач.
Шыравçă 32 // 4182.68.4835
2018.06.20 14:31
Кунта фантази тума питĕ çăмăл, анчах Египет çумне тÿррĕн кăкарса лартма май çук. Ку мадуров тата ыттисене хавхалантаракан пĕрпек янракан сăмах кăна.
Сехмет вăл - ытти тĕрĕк чĕлхисенче те (тĕсл. турккăлла Zahmet) усă куракан арабизм - زحمة - захмат "пусмăр, хупăрлани".
Чăвашра пĕр хушă сарăлнă Сехмет, Асахмат, Самат, Самет пек ятсем урăх арабизмран пулнă пулмала: صمد / الصمد А-схамад / схамад. Арапла культурăсенче вăл ят - Самед.
Перс араб еврей культурисем сийĕн-сийĕн тарăн тата свежăй йĕр хăварнă.
2018.06.20 14:48
О сколько нам открытий чудных, тесе Александр Сергеевич Пушкин ытахальтенех çырман ĕнтĕ. Тĕпчекене тĕнче ы.йту
2018.06.20 17:39
Владимир Изачак
После убийства Киреметя и его воскрешения
(отрывки из поэмы Киреметь)


Он кротко к сестренке, к Сехметь обратился,
С людьми бы помягче, Эсрель успокоить;
А то уж Эсрель чересчур распустился,
Так можно и всех на земле уничтожить…
Сехметь возражала: - «Жалеть их не надо,
Ты брат мой, они на тебя напустились!»
- Но люди в толпе – бестолковое стадо,
Не ведали многие то, что творили…
Не сами они ведь придумали это,
Шуйтан их настраивал, он был за ними.
Наивные люди поддались советам –
Такое могло бы случиться со всеми».
Сехметь согласилась – есть разные люди,
Подход к ним уместен, конечно же, разный;
Есть те, кому «тамак» заслуженным будет,
Но много и тех, кто безвинно наказан.
Решили в дальнейшем Сехметь с Киреметем:
Нельзя без разбора с людьми расправляться…
А есть же «сятмах» для безгрешных - об этом,
Забыли как будто. Нельзя увлекаться.

* * *
Agabazar // 1988.38.6935
2018.06.20 20:56
Agabazar
Шыравçă 32 // 4182.68.4835
2018-06-20 14:31
Кунта фантази тума питĕ çăмăл, анчах Египет çумне тÿррĕн кăкарса лартма май çук. Ку мадуров тата ыттисене хавхалантаракан пĕрпек янракан сăмах кăна.
Сехмет вăл - ытти тĕрĕк чĕлхисенче те (тĕсл. турккăлла Zahmet) усă куракан арабизм - زحمة - захмат "пусмăр, хупăрлани".
Чăвашра пĕр хушă сарăлнă Сехмет, Асахмат, Самат, Самет пек ятсем урăх арабизмран пулнă пулмала: صمد / الصمد А-схамад / схамад. Арапла культурăсенче вăл ят - Самед.
Перс араб еврей культурисем сийĕн-сийĕн тарăн тата свежăй йĕр хăварнă.
=========================================
Тавтапуç тăнлантарнăшăн.
атика // 3250.52.3557
2018.10.20 17:32
арсем пурте сехметпе тăраççĕ

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем