Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Ӗҫчен ҫынран ӗҫ хӑрать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Тӗн: Игнатий Владыкӑна журналистсем тӗн терминӗсене тӗрӗс куҫарма пӗлменни пӑшӑрхантарать

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Валерий Алексеев 14.02.2018 11:16 | 2086 хут пӑхнӑ
Тӗн

Чӑваш наци вулавӑшӗн православи кӗнекин «Радонеж» центрӗнче Сӗнтӗрвӑрри епархийӗн епископӗ Игнатий (Суранов) чӑвашла тухакан хаҫат-журналсенче ӗҫлекен журналистсемпе ҫавра сӗтел ирттернӗ. Пуҫтарӑннисене вулавӑш директорӗ С.М. Старикова саламланӑ.

Игнатий Владыкӑна пӗлтӗр чӳк уйӑхӗн 20-мӗшӗнче епископа лартнӑ, ҫакна Мускаври Ҫӑлакан Христос чиркӗвӗнче чысланӑ. Шупашкар тата Чӑваш митрополине ертсе пыракан Варнава митрополит ӑна издательство тата ҫамрӑксемпе ӗҫлекен пайсене ертсе пыма хушнӑ.

— Чӑваш хаҫачӗсемпе журналӗсем православи чиркӗвӗн ӗҫӗ-хӗлне тӑтӑш ҫутатаҫҫӗ, тӗн кӗнекисем те тухсах пыраҫҫӗ, — палӑртнӑ Игнатий Владыка. — Паллах, ҫак ӗҫре йывӑрлӑхсем чылай тӗл пулаҫҫӗ. Журналистсене тата редакторсене тӗн пӗлӗвӗ ҫитменни тата чӑвашла терминсене тӗрӗс куҫарма пӗлменни чӑрмантарать. Ҫак ӗҫре эпир сирӗнпе таччӑнрах ӗҫлесшӗн. Йӑнӑшсем ан кайччӑр, чиркӳ вӗрентӗвне пӑсас марччӗ тесе тимлесшӗн эпир. Ҫитес вӑхӑтра тӑтӑш усӑ куракан терминсен стандартне хатӗрлесе сирӗн пата ҫитересшӗн.

Ҫавра сӗтеле хутшӑннисем чӑвашла Библие тепӗр хут пичетлесе кӑларас, чӑваш орфографии словарӗнче тӗн сӑмахӗсене тата пӗлтерӗшӗсене тӗрӗс ҫырас, Чӑваш наци телерадиокомпанийӗн передачисенче чиркӳ пурнӑҫне тата анлӑрах ҫутатас ыйтусене хускатнӑ.

Игнатий Владыка православи журналистикин хӑйӗн ӗҫне Евангели вӗрентӗвӗпе килӗшӳллӗн туса пымаллине аса илтернӗ.

#тӗн, #православи, #чӑваш чӗлхи, #ҫавра сӗтелсем, #хаҫат-журнал, #наци вулавӑшӗ

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем