Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Ҫӑкӑртан асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Фотокурав словарь ӑстин кун-ҫулне Египетранах уҫса парать

Сутатӑп Мотоблок валли лентӑллӑ ҫӗрулми кӑлармалли хатӗр сутатӑп. 15 пинпе. Хаклашма юра...
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Аçтахар Плотников 22.02.2018 14:16 | 2979 хут пӑхнӑ
Чӑваш чӗлхи
Геннадий Дегтярёв вӗрентекенне аса илет
Геннадий Дегтярёв вӗрентекенне аса илет

Чӑваш патшалӑх гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче ӗнер, пӗтӗм тӗнче Тӑван чӗлхе кунне уявланӑ кун, Михаил Иванович Скворцов профессор ҫуралнӑранпа 85 ҫул ҫитнине халалланӑ «Ырми-канми словарь ӑсти Михаил Иванович Скворцов профессор» фотокурав уҫӑлчӗ. Кунта паллӑ словарь ӑстин ӗҫне хаклакансем пухӑнчӗҫ — тӑванӗсемпе тусӗсем, вӗренекенӗсем, студентсем, пӗр ҫуртра пурӑнакан кӳршисем, ӑслӑлӑх анинче пӗрле вӑй хунисем. Вӗсем пурте хӑйсен сӑмахӗнче Михаил Ивановичӑн пысӑк ӗҫне палӑртрӗҫ.

«Ырми-канми словарь ӑсти Михаил Иванович Скворцов профессор» тесе ят панӑ фотокурав паллӑ профессорӑн пӗтӗм кун-ҫулӗпе паллаштарать — инҫетри Египетран пуҫласа пурнӑҫӗн юлашки кунӗсемчченех. Кунта Каирти тусӗсемпе пӗрле тунӑ сӑнсем те, Хусан университетӗнче вӗреннӗ вӑхӑтрисем те, вӗренӳ институтӗнче ӳкерӗннисем те пур. Фотосӑнсенче Михаил Скворцов пурнӑҫӗн тӗрлӗ саманчӗпе паллашма пулать: кану вӑхӑтӗнчисемпе те, ҫемйипе пӗрле тунисемпе те, ӗҫтешӗсемпе пӗрле ӳкерӗннисемпе те. Вӗсенче паллӑ профессорӑн пӗтӗм кун-ҫулне йӗрлесе тухма пулать.

Фотокурав темиҫе эрне гуманитари ӑслӑлӑхӗсен институтӗнче пулӗ. Словарь ӑстин пурнӑҫӗпе кӑсӑкланакансем килсе паллашма пултараҫҫӗ. Институт ӗҫтешӗсем пӗлтернӗ тӑрӑх, фотокурав куҫса ҫӳрӗ, сӑнсемпе ытти ҫӗрте те паллашма май пулӗ: сӑмахран, Михаил Иванович чылай ҫул тӑрӑшнӑ вӗренӳ институтӗнче. Ҫавӑн пекех Канаш район ентешлӗхӗн элчисем те ку фотокурава хӑйсен тӑрӑхӗнче курма хавас пулнине пӗлтерчӗҫ.

#чӑваш чӗлхи, #ЧПГӐИ, #куравсем, #фотокуравсем, #культура, #Египет

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Илле // 3692.22.5255
2018.02.23 21:38
Сăмахсарăн (словарьсен те пит кирлех пулсан) ырми-канми ăсти тесен сăмах ăстине ытларах чыс туни пулмĕччĕ-ши?
Agabazar // 3790.67.3197
2018.02.26 23:31
Agabazar
Сăмахсарçă, лексикограф.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем