Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Пере пӗлмен ал туйи пуҫа килсе вӑрӑнать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш чӗлхи: Валентин Шурчановӑн ҫӑлтӑр саманчӗ

Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...
Agabazar 02.07.2018 11:06 | 14023 хут пӑхнӑ
Харпӑр шухӑш Чӑваш чӗлхи

Валентин Сергеевич Шурчанов (1947 ҫур.) — Раҫҫей патшалӑх тата политика ӗҫлевҫи, Патшалӑх думин виҫҫӗмӗш, пиллӗкӗмӗш тата улттӑмӗш чӗнӗвӗсен депутачӗ, федераци тытӑмлӑхӗпе вырӑнти хӑйтытӑмлӑх ыйтӑвӗсен дума комитечӗн пайташӗ, РФКП фракцин пайташӗ. Унчен Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашӗн председателӗ, «Правда» хасатӑн тӗп редакторӗ пулса ӗҫленӗ.

Татах та маларахри пурнӑҫри тата политикӑри кунҫулӗ те Валентин Сергеевичӑн питӗ сулмаклӑ.

Вӑл Чӑваш Енти Канаш районӗнчи Кивӗ Шелттем ялӗнче ҫуралнӑ, ачалӑхӗ ҫав районти Аксарин ялӗнче (Карӑклӑ, Юмансар, Уҫырма тӑрӑхӗ) иртнӗ. Ашшӗ — вӗрентевҫӗ, амӑшӗ — колхозница пулнӑ.

Ҫӑлтӑрлӑ самант мӗнре-ха?

2018-мӗш ҫулхи июнӗн 19-мӗшӗнче Раҫҫей Федерацийӗн патшалӑх Думи вырӑс мар тата ют ҫӗршывӑн мар чӗлхесене (наци чӗлхисене) ирӗклӗн вӗренесси тата вӗрентесси тӗлӗшпе Саккун йышӑннӑ. Пӗрремӗш вулавпа (эппин тата иккӗмӗш вулав пулса иртме тивӗҫлӗ).

Ҫак Саккуна хирӗҫ мӗнпурӗ 3 (виҫӗ) ҫын сасӑланӑ, — ҫавсенчен пӗри —

Валентин Сергеевич Шурчанов.

Калас пулать, хайхи Саккун пректне парламентра сасӑлас ыйтӑва тӑратас шутлисен йышӗнче (Саккун проекчӗн авторӗсем теес пулать) Олег Алексеевич Николаев тата Алёна Игоревна Аршинова пулнӑ.

Ҫапла вара, асӑннӑ Саккун тӗлӗшпе ҫапла майпа сасӑласа В.С.Шурчанов чӑваш халӑхӗн чысне те сыхласа хӑварма пулашрӗ теме пулать.

"Шурчанов" тени "Шура" сӑмахран ("Канаш" пӗлтерӗшлӗ вӑл) тата -чан, -ов аффикссенчен тухнӑ. "Шура" (совет) хальхи чӑваш чӗлхинче, тен, ҫуккӑ пулӗ. Анчах та вӑл тахҫан ӗлӗк пулнӑ унта, — умри ҫӑлтӑрпа паллӑ тӑваҫҫӗ кун пек чухне: *шуро. Кун пирки Н.И.Егоров пархвиссӑрӑн ятарлӑ статья та пур.

Н.И.Егоров пархвиссӑр нумаях пулмасть Казахстанран ылттӑн медальпе таврӑннӑ.

Шуро — арабизм شورا . Ытти тӗрӗк чӗлхисенче те тӗл пулать. Сӑмахран, 1908-1917-мӗш ҫулсенче тухса тӑнӑ тутар литература журналӗ ҫавӑн ятлӑ пулнӑ. шӲро — узбек чӗлхинче вара, калапӑр, ак ҫапла.

 

P.S. Мӗне вӗрентет-ха пирки ҫак уйрӑм истори? Вӑт пур Валентин Сергеевич Шурчанов. Хӑй вӑхӑтӗнче ӑна пирӗн "демократсем" пайтах "тӳнккенӗ" ӗнтӗ. Коммунист, иртнӗ пурнӑҫ юлашки тенӗ ӗнтӗ. Тен, тӗрӗсех те "тӳнккенӗ" пулӗ. Хӑш чухне: "Чӑваш халӑхне сутса яраканӗ" — темешкӗн те ӳркенмен хӑшӗсем, ахӑртнех. Анчах та ак халӗ йывӑр вӑхӑтсем ҫитрӗҫ те, чӑваш чӗлхине хӳтӗлекеннисенчен никамах та ҫук темелле. Пӗртен-пӗр Шурчанов юлташ ҫеҫ тӑрса юлчӗ пулмалла. Ҫавӑн вӗҫне ҫитрӗмӗр.

Редакцирен: Статьяна вырнаҫтарни редакци автор шухӑшӗпе килӗшнине пӗлтермест.

#этимологи, #чӑваш чӗлхи, #политика, #депутатсем, #вӗренӳ, #саккунсем

 

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Комментари:

Agabazar // 2641.32.2711
2018.07.08 14:19
Agabazar
Мĕн хăратан çынсене тĕп пулнă КПССпа? (КПРФ ун тăсăмĕ мар).
Кайран сасартăк "демократ" пулса тăнă çынсем малтан КПСС пайташĕ пулнă. Номенклатурăран та пайтах çынсем "демократсем" патне куçнă. 1990-мĕш çулсенче — кадрсем тĕлĕшпе илес пулсан — "кивĕ тĕнчене" тĕппипех аркатса вĕр-çĕннине йĕркелени пулман.
Михаил ВолковСун // 3237.6.8456
2018.07.08 23:59
Э-э-э ентешӗм, вӑл вӑхӑтра ҫҫывӑртӑн пулӗ. Ахалӗн ӑнланӑттӑн: номенклатура влаҫран каймарӗ, хӑй йышӗнчен сӗмсӗртерех, чунсӑр та выҫӑ куҫлӑ тӑван-пӗлӗӗшне хуҫасем пулма хӑпартса лартрӗ. Парти ҫулпуҫӗсем ПРЕЗИДЕНТСЕМ пулса тӑӑчӗҫ, ЦК, обком, райком секретарӗсем те вӗсенчен юлсах каймарӗҫ. Суя "демократсене" те вӗсемех ҫӗклерӗҫ. УЙРӑМАХ КОМСОМОЛ ЕРТӲҪИСЕНЕ. ҪӗРСЕ КАЙНӐ СИСТЕМА КАПИТАЛИЗМА ШУСА АНСА ВЫРНАҪРӖ. Вӑт ҫапла шӗвӗртрӗҫ пире ЕБНпа ун кӗӗрӳшӗ ертсе пынипе олигархсем. ЗЮпа ШУРЧАН вӑхӑтра чан ҫапман.
Agabazar // 3701.16.3493
2018.07.09 21:52
Agabazar
Довольно // 1019.1.2336
2018-07-09 18:54
============================================
Чăвашла калаç.
Agabazar // 1719.87.8766
2018.07.20 20:41
Agabazar
Хайхи саккун пирки иккĕмĕш вулавра Валентин Сергеевич Шурчанов хайне епле кăтартĕ-ши? Çакна эпĕ, ыттисем пекех, пĕлме пултараймастăп.

Анчах та, хуть те мĕнле пулсан та, пĕрремĕш вулавра вăл хăйне яр уççăн кăтартнă. Гранит çине çырса хунă пек. Малалла хуть те мĕн пулас пулсан та, ВСШ историе кĕрсе юлать.
Agabazar // 1167.82.9133
2018.07.26 19:43
Agabazar
Валентин Сергеевич Шурчанов иккĕмĕш вулавра каялла чакма пултарать тенĕччĕ. Чăннипе вара вăл чакман — https://www.idelreal.org/a/29390726.html
Agabazar // 4338-6871
2018.07.29 11:32
Agabazar
Валентин Сергеевич Шурчанова хисеп туса пурăннă чухнех палăк лартасси пирки сăмах хускатма пулать.
Михаил ВолковСун // 7438.5.5697
2018.07.31 00:10
Ӑна влаҫа хӑпартнӑ Пракухсен Иллине те,Ӳслӗксен Ҫеменне те Улӑпла чысласа.
Agabazar // 1753.69.7589
2018.08.06 19:13
Agabazar
Аха, çавсем çĕклесе янă.
Agabazar // 4238.64.0467
2018.08.09 12:34
Agabazar
Ислюков тени Ӳслĕк (Кашель) сăмахран тухман тульккĕш.
Agabazar // 2494.60.2210
2018.08.15 20:05
Agabazar
Аскольд ыйтать: "Эп мĕнле "кантурта" ĕçлетĕп?"

"Рога и копыта" текен кантурта ĕçлет вăл.

Комментариле

Сирӗн ятӑp:
Анлӑлатса ҫырни:
B T U T Ячӗ1 Ячӗ2 Ячӗ3 # X2 X2 Ӳкерчӗк http://
WWW:
ӐӑӖӗҪҫӲӳ
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв. Чи пысӑк виҫе: 1200 симв.
Сирӗн чӑвашла ҫырма май паракан сарӑм (раскладка) ҫук пулсан ӑна КУНТАН илме пултаратӑр.
 

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем