Сутатӑп Уйăхри пăру сутатăп.Хакĕ килĕшсе татăлнипе.
Сутатӑп Чăн-чăн килти хытă чăкăтсем (сырсем) сутатпăр. Вĕсене мăн пыршă (вырăсла сычуг) ...
Сутатӑп Хурăн вутти Муркаш районĕпе тата Шупашкар районĕнчи Ишлей тăрăхĕпе сутатăп. Ха...

Чӑваш Енре икӗ ҫамрӑка Раҫҫей ШӖМ пуҫлӑхӗ Владимир Колокольцев чысланӑ.
Шупашкарти 16 ҫулти Матвей Дудка тата 17 ҫулти Артем Иванова видеоҫыхӑну урлӑ Пӗтӗм тӗнчери ачасене хӳтӗлемелли кун чысланӑ. Вӗсем ҫынна пулӑшнӑ.
Пӗлтӗр раштав уйӑхӗнче ҫак икӗ каччӑ Сосновкӑра унччен судпа айӑпланнӑ 25 ҫулти арҫын ют хваттере кӗрсе кил хуҫи хӗрарӑмне хӗнесе укҫа ыйтнине асӑрханӑ. Вӗсем нумай шутласа тӑман – газ пӑрӑхӗ тӑрӑх хӑпарса хваттере кӗнӗ те арҫынна полици киличчен алхасма паман.
Палӑртса хӑварар: Артемпа Матвей колледжра вӗренеҫҫӗ, вӗсем спортпа туслӑ.
