Йӗпреҫ районӗнчи Пучинке ял тӑрӑхӗн экс-пуҫлӑхӗ ӗҫ вырӑнӗпе ытлашши усӑ курнӑ тесе шутлаҫҫӗ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Следовательсем тӗпчесе пӗлнӗ тӑрӑх, 2009 ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче ҫак пуҫлӑх ывӑлӗн 1,5 тӑваткал метрлӑ ҫӗр лаптӑкӗ тӗлӗшпе харпӑрлӑх прави пур тесе суя документ хатӗрленӗ. Каярахпа ывӑлӗ регслужба урлӑ ҫак участокӑн харпӑрҫи пулса тӑнӑ. Чӑннипе вара ҫӗр район администрацийӗн пулнӑ.
РФ Следстви комитечӗн Чӑваш Енри управленийӗн следователӗсем пуҫиле ӗҫе малалла тӗпчеҫҫӗ.
Унччен маларах сайтра Федерацин хӑрушсӑрлӑх службин ӗҫченӗсем Патӑрьел ял тӑрӑхӗн экс-пуҫлӑхне тытса чарни пирки пӗлтернӗччӗ.
Базиль Кириллов // 1098.06.9305
2019.02.25 17:46 | |
Экс-пуҫлӑх... Ӑс ытлашши е ҫитмест? Кунашкал куҫарни тӳнтериччен култарать. | |
Agabazar // 1085.47.8759
2019.02.25 23:02 | |
Куçарни мар ку. Экс-пуçлăх, экс-министр, экс-чемпион,... |