Хӗрле Чутай район администрацийӗ 1,7 миллион ытла тенкӗпе кроссовер туянма хатӗрленни пирки пӗлтернӗччӗ. Хальлӗхе тӳре-шара ку ӗмӗте пурнӑҫлаймӗ-ха — Монополипе кӗрешекен федераци службин Чӑваш Енри управленийӗ аукциона пӑрахӑҫлаттарма ыйтнӑ.
Ведомство пӗлтернӗ тӑрӑх, администраци закупкӑра каталогра ҫук характеристкӑсем кӑтартнӑ: тӗслӗхрен, машинӑна хӑҫан туса кӑларни, кузов тӗсӗ, двигатель калӑпӑшӗ, передачӑсен хисепӗ, автомобиль калӑпӑшӗ тата ытти те. Документацире закупка планӗ, план-график, закупка тумалли извещени те ҫук.
Ведомство палӑртнӑ тӑрӑх, документацире ҫырса кӑтартнӑ тавар пӗр производителӗннипе ҫеҫ пӗр килет. Ыттисем те ҫак требованисемпе тавар сӗнме пултарнине ӗнентерекенни ҫук.
Ведомство предписани ҫырнӑ, унта палӑртнӑ тӑрӑх, заказчикӑн ака уйӑхӗн 8-мӗшӗччен «электронлӑ аукциона пӑрахӑҫласа» йӗркене пӑснине пӗтермелле.